Çанталăк условисене хăнăхса пырасси çинчен калакан планпа Чăваш Енре ĕçлеме пуçланă
Çанталăк условисене хăнăхса пырасси. Çĕршыв Правительстви кун пирки калакан иккĕмĕш плана çирĕплетрĕ. Паллах, регионсенче те çак документа хатĕрлеçççĕ. Хальлĕхе 22 регионта план çирĕплетнĕ. 4 регионта унăн проекчĕ хатĕр. Шел те, планпа ĕçлеме пуçламаннисем те пур. Пурĕ 11 регион. Чăваш Енре ку ыйтупа иртнĕ çулах ĕçлеме пуçланă. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Симĕс каçăм» программăра каласа кăтартрĕ.
Çанталăк пĕр евĕр тăмасть. Çу кунĕнче юр çуни те пулать, хĕлĕпе пăрлă çумăр ӳкни те шар кăтартать. Çак ятарлă план çирĕплетме утăм тутарать. Мĕнле çухату пулать – ăна тишкермелле те. Çанталăк улшăннине шута илмелле, çав вăхăтрах экологи тĕлĕшĕнчен çухату ан пултăр тесе тăрăшмалла. Çавна май кадр ыйтăвĕ те хускалать. Ку специалист пур енлĕн тишкерсе региона малалла аталантарма май паракан çулсемпе паллаштармалла. Çанталăк условисене хăнăхса пырасси çинчен калакан планпа Чăваш Енре ĕçлеме пуçланă та. Республикăра тасатакан хатĕрсен тытăмне тăвассипе план пур. Хулара пĕр тĕрлĕ, ялта тепĕр тĕрлĕ пулать вăл.
Çанталăк улшăнни пĕр енчен Раççейшĕн лайăх та. Ял хуçалăх тытăмне вăйлăрах аталантарма пулать. Чăваш Енре хăмлапа тачăрах ĕçлеме май пур. Совет Союзĕ вăхăтĕнче чăвашсем «симĕс ылтăнăн» 80 процентне хатĕрлесе пынă. Халĕ – 92 процент. Анчах çакă çĕршыва кирлин 2 проценчĕ çеç. 8 000 тонна хăмла ĕçе кĕртеççĕ пулсан, 200 тоннине чăвашран ăсатаççĕ. Çавна май юлашки 2 çулта ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеме пуçланă. 15 регион Чăваш Ен тĕслĕхĕпе усă курать. Компетенци центрĕ те хута янă. Кăçал республикăра лаборатори инфраструктурине йĕркелеме палăртаççĕ.