Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Хӑвӑр ӗҫӗрпе эсир халӑх сывлӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне курӑмлӑ та паха тӳпе хыватӑр. Чӑваш Енри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн служби хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ 1 500 ытла ҫынна пӗрлештерет, вӗсем куллен тата талӑкӗпех, канмалли кунсемпе уявсене пӑхмасӑр, ентешӗмӗрсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн ӗҫлеҫҫӗ.

 Чӑваш Республикин Правительстви «03» служба пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне шута илсе тата  лайӑх ӑнланса сире пур майсемпе пулӑшма тӑрӑшать. Автопарк ҫӗнелет, ҫӗнӗ информаци технологийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, бригадӑсем хальхи медицина оборудованийӗпе усӑ кураҫҫӗ, медицина ӗҫченӗсене социаллӑ пулӑшу памалли регионти майсем тӑтӑшах хушӑнса пыраҫҫӗ. 

Ҫакна пурне те пӗр тӗллевпе – ентешӗмӗрсем пахалӑхлӑ та вӑхӑтра кӳрекен медицина пулӑшӑвӗпе туллин усӑ курма пултарччӑр, сирӗн валли вара ӗҫлеме хӑтлӑ майсем пулччӑр тесе тӑватпӑр. 

 Сирӗн пысӑк шайри ӑсталӑхӑра пула Чӑваш Енре пурӑнакан пиншер ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварма май килет. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑхри медицина ӗҫченӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Эсир пархатарлӑ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр, таврӑнсамӑр, эпир сире кӗтетпӗр!

 Сирӗн ырӑ чӗрӗрсем яланах харсӑррӑн тапчӑр тата пулӑшу кӗтекен ҫынсен чунӗсене шанчӑк, вӑй-хал кӳрсе ӑшӑтма ан пӑрахчӑр.

 Ӗҫре ӑнӑҫусемпе ҫӗнтерӳсем, ҫӗннине уҫма,  професси ҫитӗнӗвӗсем, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев



28 апреля 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter