Запорожье облаҫĕн Бердянск районне Чăваш Ен шефа илет

Запорожье облаҫĕн Бердянск районне Чăваш Ен шефа илет

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев  ĕҫлĕ визитпа Запорожье облаҫĕнче пулнă. Унта вăл Запорожье облаҫĕн губернаторĕпе Евгений Балицкийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем канашлу вăхăтĕнче суту-илӳ, наукăпа техника, социаллă пурнăҫпа культура пайĕнчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене йӗркелесси ҫинчен калакан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.   Икĕ регион хушшинчи туслăха, экономикăпа социаллă пурнăҫри кăтартусене лайăхлатса пырас тĕлĕшпе пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртме калаҫса килĕшнĕ.      Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче, ял хуҫалăх тытăмĕнче, медицинăпа культурăра пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки те канашланă.   

Сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев шефа илнĕ Бердянск районне комплекслă майпа пулăшса пыма тĕллев лартнине палăртнă.

«Документа ҫирĕплетнĕ май, ҫитес вăхăтсенче пĕрлехи ĕҫ планне хатĕрлеме, палăртса хунă мĕнпур ĕҫе вăраха ямасăр пурнăҫлама  палăртатпăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев



28 апреля 2023
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter