Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

31 ҫул каялла пӗтӗм чӑваш халӑхне пӗрлештерекен Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗпе ялавне тата гимнне ҫирӗплетнӗ.

Вӗсен авторӗсене – Элли Михайлович Юрьева, Герман Степанович Лебедева, Илья Семенович Семенова (Тукташа) тав тӑватӑп, вӗсен ячӗсем республика историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑри ачасемпе ҫамрӑксем патшалӑх символӗсем ҫинчен, культурӑпа йӑла-йӗрке, чӑваш халӑхӗпе тӑван ҫӗр кун-ҫулӗ ҫинчен ытларах та ытларах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсемпе чӑнласах кӑ­сӑкланаҫҫӗ.

Ҫакӑ кӑмӑла ҫӗклентерет, апла пулсан, халӑхӑмӑрӑн, Чӑваш Енӗн пулас­лӑхӗ пурах. Патшалӑх символӗсем паттӑрла ӗҫсем тума йыхравлаҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансене ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма хавхалантараҫҫӗ. Вӗсемпе кашни ҫын, кашни ҫемье тата пӗтӗм халӑх пурнӑҫӗ тачӑ ҫыхӑннӑ.

Юратнӑ Чӑваш Енӗн ялавӗпе гербӗ ҫийӗнче яланах мирлӗ тӳпе пултӑр, пирӗн чӗресене вара тӑван республикӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен пархатарлӑ туйӑм ӑшӑтса тӑтӑр.

Сире ӑнӑҫусем, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Олег Николаев



29 апреля 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter