Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Раҫҫей Пушар хуралӗн службине туса хунӑранпа 374 ҫул ҫитет.

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе – Раҫҫей Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Чӑваш Ен пушар сӳнтерекенӗсем хӑйсен тивӗҫне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса тата чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Майсӑр лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата ҫынсене хӑрушсӑрлӑхшӑн пиртен кашниех яваплӑ пулнине тӗплӗн ӑнлантарас енӗпе тӑвакан сирӗн ӗҫӗр питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Хӑюллӑ та паттӑр пулни, нимрен те хӑраманни, дисциплинӑн ҫирӗп шайӗ – сирӗн профессине суйласа илнисен паллӑ енӗсем.
Пушар службин ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп. Вӗсенчен нумайӑшӗ халӗ те службӑра тӑрать, хӑйсен паха та хаклӑ опычӗпе пӗлӗвне ҫамрӑксене парать, вӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх шутланать.

Пушар сӳнтерекенӗн тумтирне тӑхӑнса вут-ҫулӑмпа кӗрешсе курнӑ ҫын ыттисен инкекӗ ҫине сӳрӗккӗн пӑхма пултарайманни пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Вут-ҫулӑмпа паттӑррӑн кӗрешекен, паян та пушар хуралӗнче тӑракан мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул, ӗҫре лӑпкӑ кунсем, тӑнӑҫлӑх тата ҫемьере килӗшӳ сунатӑп. Ӗҫӗрте хӑрушши сахалтарах тӗл пултӑр, вутпа кӗрешнӗ чухне вара ҫӗнтерӳ яланах сирӗн енче пултӑр!

Уяв ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев



30 апреля 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter