Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

 Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен – ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсен ҫӗршывӗ, кунта кашниех хӑйӗн чун туртӑмне тупма пултарать тата халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев халалне асра тытса ӗҫлет, вӑл пире мирлӗ ӗҫӗн вӑйне ӗненме тата ӑна юратма хушса хӑварнӑ. «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять», – тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче.

Пирӗн республика нумай нациллӗ Раҫҫей пурнӑҫӗн таппипе тан утса аталанать, Тӑван ҫӗршывӑмӑр шӑпине ӑша хывса пурӑнать. Юлашки ҫулсенче эпир нумай  ӗҫ турӑмӑр. Эпир хамӑр ентешӗмӗрсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума ӑнтӑлатпӑр.

Сире пурсӑра та ӗҫре ӑнӑҫусем, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев

 



01 мая 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter