Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ пӗтĕмĕшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнă династисене тав тунӑ
«Ĕҫ династийĕсем, мероприятине пухăннă ĕҫченсем пирĕн Чăваш Республикин мăнаҫлăхĕ кăна мар, мĕнпур ҫĕршывăмăрăн тĕп пуянлăхĕ. Эсир ҫитĕнекен ăрушăн хăвăрăн ĕҫченлĕхĕрпе, пысăк ĕҫ опычĕпе чăн-чăн тĕслĕх пулса тăратăр. Ҫирĕн пек ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн кашнин яваплăха туйса, таса чунпа халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлемелле. Сире пысăк тав сăмахĕсем калатăп. Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ăшшăн саламлатăп, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал сунатăп», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Ĕҫ династийĕсем пирĕн кирек-епле предприятипе организацишĕн тĕп тĕрекĕ шутланаҫҫĕ. Вĕсемпе мăнаҫланма сăлтавĕ те пур. Чăваш Енре пурăнакансем яланах хăйсен паха ĕҫ опычĕпе, пысăк тавра курăмлăхпа ыттисенчен уйăрăлса тăраҫҫĕ. «Педагогсемпе наставниксен ҫулталăкĕнче ĕҫ династийĕсене саламлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ҫемйере аслисем кĕҫĕннисемшĕн яланах наставниксем пулнă. Малашне те ĕҫ династийĕсене валли кирлĕ пек мĕнпур условисем туса пама тăрăшăпăр», – тесе палăртса каланă Олег Николаев.
Пире ăс панă çынна вĕрентекен тесе тĕрĕсех калаççĕ. Анчах çак ята кирек мĕнле вĕрентекенех тивĕçеймест. Хăйсен профессине çӳлти хăват тивлечĕпе, чун-чĕре хушнипе суйланă педагогсем паян та республикăра сахал мар: тĕрлĕ округра-хулара, тĕрлĕ наци представителĕсен хушшинче, вĕренĕвĕн тĕрлĕ учрежденийĕнче.
Уявăн сумлă хăнисем – учительсем, врачсем, бухгалтерсем, ял хуҫалăхĕнче ĕҫлекенсем, вăрман тата коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнче вăй хуракансем, промышленноҫ пайĕнче тăрăшакансем. Ĕç династийĕсен слетне 27 династи хутшăннă, вĕсен пĕтĕмĕшле ĕҫ стажĕ вунă пин ытла ҫултан та иртсе кайнă. Калăпăр, Ҫĕрпӳ муниципаллă округра пурăнакан Филимоновсен династийĕн пĕтĕмĕшле ĕҫ стажĕ 932 ҫул. Николай тата Ираида Филимоновсем историпе краеведени музей ĕҫне пуҫарса янă. Малтанласа музей валли хатĕрленĕ япаласемпе уроксенче ачасене паллаштарнă, вĕсем пирки каласа кăтартнă, каярх вара музейре ятарлă курав хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи япаласене вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕсенчен, асламăшĕнчен упранса юлнисене паянхи кун та тирпейлĕн пуҫтарса пыраҫҫĕ.
Шупашкарта пурăнакан Романовсен-Морушкинсен пиншер ҫул пухнă династине пуҫарса яраканĕ Вера Васильевна Морушкина. Вĕсен пĕтĕмпе династире 30 ҫын шутланать, ĕҫ стажĕ 250 ҫула ҫитнĕ, вĕсенчен чылайăшĕ тава тивĕҫлĕ пысăк хисепе те илнĕ.
Улатăр муниципаллă округĕнчи Семеновсен династине пуҫарса яракананĕ Валентин Александрович, вĕсен пĕтĕмĕшле династийĕн ĕҫ стажĕ 250 ҫул.
Патăрьел муниципаллă округра пурăнакан Карягинсен династийĕнче 25 педагог. Вĕсенчен пĕри – Федор Карягин. Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ эколог ята та илнĕ вăл. 1992-1996 – мĕш ҫулсенче Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк министрĕ пулса ĕҫленĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле династийĕн ĕҫ стажĕ 614 ҫул.
Педагогсен династине тăсаканскер хăйĕн йăх-несĕлĕнчи хăш-пĕр ĕçтешĕ пекех лăпкăн пурăнма юратмасть, ӳсĕм пусми çинче хыçа хăварнă пĕр картлашка хыççăн теприн çине çĕкленме ăнтăлать. Ӳсĕм тени вара чăн педагогăн ăнлавĕнче хушăран вăл е ку мероприятире малти вырăна тухнинче мар, вĕрентӳпе воспитанин кулленхи кăткăс ĕçне ывăнмасăр пахалăхлă пурнăçласа пынинче.
«Ҫу кунĕн 1-мĕшĕ пĕрлĕх кунĕ. Хамăрăн ҫĕршыва юратакансен, уншăн яваплăха туйса ĕҫлекенсен кунĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ. Пирĕн республикăра пуҫласа ĕҫ паттăрăсене асăнса мемориал уҫнă. Ĕҫе юратса пурăнни сисĕнет. Ҫемйесенче ĕҫе хисеплеме, йăла-йĕркесене ăша хывса, уншăн яваплăха туйса пурăнма вĕрентсе пыни куҫ кĕретех. Ашшĕ-амăшĕсен профессийĕсене юратса, ачисем те ăна малалла тăсса, вĕсем пек пулма тăрăшни паха. Пирĕн пулас ăру хуламăра, республикăна ҫĕршыва аталантарса пыма витĕм кӳреҫҫĕ», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов республикăра пурăнакансене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, ĕҫе юратса пурăҫлакансене ăшшăн тав тунă. «Тăрăшса ĕҫлени яланах пысăк кăтартусем патне ăнтăлма витĕм кӳрет. Пурсăмăра та вăй-хăват хушаҫҫĕ, ыранхи куна шанма витĕм кӳреҫҫĕ. Ҫуркунне вара пурне те ăшă туйăмсем, савăк кăмăл-туйăм парнелет. Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ – ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнĕсем тума хавхалантарать, ҫут ҫанталăк вăранать, пире савăк кăмăл парнелет. Уяв ячĕпе пурне те!», – тесе каланă вăл.