Республикăри хуҫалăхсенче тыр-пула ҫанталăк лăпкă тăрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пĕтерĕҫ
Ҫурхи тапхăрпа пулса пыракан уй-хир ĕҫĕсене кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче иртекен анлă канашлура пăхса тухнă. Яланхиллех планеркăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче уй-хир ĕҫĕсене планпа пăхса хăварнинчен 72 процента ҫити пурнăҫланине хыпарланă. Ҫу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăри хуҫалăхсенче 161,1 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тыр-пула акса хăварнине пĕлтернĕ вăл. Пĕлтĕрхи ҫул ку тапхăр тĕлне пурĕ те 1,4 процента ҫити кăна уй-хир ĕҫĕсене пурнăҫланă имĕш.
Улатăр, Патăрьел, Елчĕк муниципаллă округсенче ҫĕр ĕҫченĕсем хастар ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсем ыттисемпе танлаштарсан чылай ĕҫе пурнăҫланă. «Акма кăҫал уя ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухнă аграри ĕҫченĕсем. Енчен те ҫанталăк лăпкă тăрсан, ҫумăра каймасан ҫĕр ĕҫченĕсем ҫурхи ĕҫсене тепĕр 5-10 кун хушшинче тĕпрен вĕҫлеме палăртаҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă вице-премьер. Хальхи вăхăтра кунне ҫĕр ĕҫченĕсем 8 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тыр-пула е тата ытти культурăсене акса хăвараҫҫĕ.
2023 ҫулта пĕтĕмпе 550,7 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тĕрлĕ ӳсен-тăран культурине акса хăварма плана кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 205,7 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварĕҫ, ҫурхисене 310 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акма хатĕрленнĕ. Паллă, кăтартусем пĕлтĕрхинчен самай пысăк. Кĕрхи культурăна имҫамлассипе хуҫалăхсенче хастар ĕҫлеҫҫĕ, республикăри 11 хуҫалăхра тĕпрен пурнăҫланă ку ĕҫсене.
Республикăри 10 муниципаллă округра ҫĕр улми лартаҫҫĕ. Пĕтĕмпе 448 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫĕр улмине лартса хăварма та ĕлкĕрнĕ.
«Ял хуҫалăхне патшалăх енчен тĕрев парса пулăшасси ҫултан ҫул ӳссех пырать», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 2023 ҫул валли аграри тытăмĕ валли пĕтĕмпе 3, 152 млрд та 740 млн. тенкĕ уйăрнă. Ҫăмăллăх кредичĕпе те пулăшаҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсене.
Ҫу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлекенсене субсиди мелĕпе 968,0 млн тенкĕ уйăрса панă, ҫакă ҫулталăкри планран 30,7 процент пулать. Атăлҫи федераци округĕнче патшалăх пулăшăвне вăхăтра тата кирлĕ пек шайра тивĕҫтерсе пырассипе пирĕн республика 4-мĕш вырăна тухнă.
Ҫурхи ĕҫсене вĕҫленĕ хыҫҫăн, тарăн тишкерӳ туса ирттерме чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев, хуҫалăхсенче удобренипе ҫителĕклĕ усă курнипе курманнине те анлăн пăхса тухма каланă. «Пĕлтĕр пулнă ҫавăн пек тĕслĕхсем, планпа пăхса хăварнинчен чылай сахалтарах тухăҫа пухса илнĕ хăшĕ-пĕрисем. Паллă сăлтавĕ. Пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хуман, паянхи пурнăҫ ыйтакан условисене шута илсе, вăхăтра ӳсен-тăрансене те аптлантарайман. Тен хушма йышăнусем туса хăвармалла. Май пулсан вĕсене тĕрев памалла. Енчен те тăпра пурлăхлă пулмасан, паллах тухăҫа илме хĕн. Ҫĕре туллин апатлантарма тăрăшмалла. Ун чухне пахча-ҫимĕҫ те ăнса пулать», – тесе каланă вăл. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, ҫĕр ĕҫченĕсене валли ял хуҫалăх техники ҫителĕклĕ.
Республикăри хуҫалăхсем пĕтĕмпе 19,222 пин тонна удобрени хатĕрленĕ. Удобренисене паянхи кун та туянаҫҫĕ хăшĕ-пĕрисем. Пĕлтĕрхинчен кăтартусем ку тĕлĕшпе аванрах пулни куҫ кĕретех.
«Уйрăм хуҫалăхсем тухăҫлăхпа ĕҫленинчен муниципалитет аталанăвĕ пĕтĕмпех курăнать. Пирĕн мĕнпур ресурссемпе тĕллевлĕн усă курма тăрăшмалла. Уйрăмах ҫĕрсем ҫине тимлĕх уйăрмалла, тăпра пурлăхĕ пысăк пулсан, тухăҫ та лайăх пуласси паллă. Енчен те социаллă пурнăҫ вăй илсен, экономика аталансан, халăхăн тупăшĕ те ӳсет», – тесе каланă Олег Николаев муниципаллă пĕрлешӳсен администрацийĕсен пуҫлăхĕсене.
Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – ял валли кадрсем хатĕрлесси. «Кадрсене хатĕрлес ыйту ҫине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ҫамрăксене тĕллевлĕн вĕренсе кăларма тăрăшмалла. Муниципаллă служба валли паха специалистсем кирлĕ. Кун пирки те манма юрамасть. Тепĕр тесен, вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕнче кадрсем сахал пулни сисĕнет. Йывăрлăхсем пур тесе нăйкăшса лармалла мар, малалла ҫитĕнӳсенм патне ăнтăлассишĕн хавхаланса ĕҫлемелле», – тенĕ Пуҫлăх.