Пĕрле ĕçлесшĕн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Узбекистанран Запорожье облаçне çитрĕ. Вăл унта губернатор тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Балицкийпе тĕл пулчĕ. Ертӳçĕсем килĕшӳ алă пусрĕç.

Унта суту-илӳ, наукăпа техника тата культура енĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки каланă. Чăваш Ен Запорожье облаçĕнчи Бердянски районне шефа илет. Çавна май çитес вăхăтра килĕшсе татăлнине пурнăçламалли план хатĕрлĕç.



НТРК
29 апреля 2023
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter