«2020 ҫултанпа эпир управлени тытăмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачăрах ĕҫлеме пуҫларăмăр», – тесе палăртнă Олег Николаев

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытăмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачăрах ĕҫлеме пуҫларăмăр»,  –  тесе палăртнă Олег Николаев

Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе  муниципаллă влаҫăн представителĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ саламланă, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсене тата муниципаллӑ служба ветеранӗсене тав тунă.

Хăйĕн сăмахĕнче вăл ĕҫчешсене мĕнпур ĕҫе ăшă кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăҫланăшăн мухтанă, ҫĕршыв кунран-кун вăй илсе илемленсе пытăр тесе, вĕсенчен кашни пысăк тӳпе хывнине палăртнă.

«Управленийĕн тытăмне эпир сирĕнпе пĕрле 2020-мĕш ҫултан пуҫласа ҫĕнĕлле йĕркелесе ятăмăр.  Халăхпа тачăрах ҫыхăнса ĕҫлеме пуҫларăмăр.  Ҫынсен сĕнĕвĕсене шута илсе пуҫаруллă проектсемпе ĕҫлеме хастар ĕҫе кӳлĕнтĕмĕр. Халăха хумхантаракан ыйтусене тĕпе хурса, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма тăрăшрăмăр.  Кашни территоринче лару-тăру ырă енне улшăнса пытăр тесе, тавралăх илемленсе ҫынсене хавхалантартăр тесе, вырăнти халăха мĕнпур пек палăртса хунă ĕҫсене хăйсене явăҫтарма пикентĕмĕр.  Пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланчĕ, ҫынсем те ҫакна туяҫҫĕ», – тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Муниципалитет округӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине ҫулсерен вӑйлатса пынине, чи лайӑх управлени практикисене ӗҫе кӗртме хавхалантарнине, пуҫаруллӑ бюджет мелӗсене аталантарса пынине те каланă вăл.   

Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче пурнăҫ курăмлăнах ырă енне улшăнса пырать.  Муниципалитетсен шайĕнче ырă пулăмсем пулса пыни куҫ кĕретех. Хуласемпе ялсем аталанаҫҫĕ. Пурӑнма лайӑх хутлӑх туса хурасси – регион тата пӗтӗм ҫӗршыв ырлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ тӗллевсем. Наци проекчӗсем, пурӑнмалли хӑтлӑ хутлӑха тата ял территорийӗсене аталантармалли программӑсем муниципалитетсем умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫаҫҫĕ.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх институчӗ вырӑнта пурӑнакан халӑхпа пӗрле чи курӑмлӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парать. Ҫынсен пуҫарулӑхӗ, вӗсем ҫӗклекен ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхни, граждансемпе уҫҫӑн калаҫса тӗрӗс йышӑнусем туни муниципалитет управленийӗн тухӑҫлӑхӗ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳреҫҫӗ, граждансен тӑван тӑрӑх пурнӑҫне хутшӑнас кӑмӑл-туйӑмне ӳстереҫҫӗ.

«2023 ҫултан пуҫласа пĕр шайра ĕҫлесе пыракан вырăнти хăй тытăмлăхĕн ĕҫне пуҫарса янă.  Кун пек ҫĕнĕлĕхе ҫĕршыври нумаях мар регионсем йышăннă.  Халăхпа куҫа-куҫăн калаҫса ыйтусене татса пама тăрăшатпăр, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене тĕпе хурса, тивĕҫлĕ йышăнусем тăватпăр.  Малалла ăнтăлма пурин сĕнĕвĕсене итлесе, пĕтĕмлетӳсем туса, ҫитĕнӳсем патне ҫитессишĕн ырми-канми, яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕҫлесе пыратпăр», – тенĕ вăл.  

Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ӳлĕмрен те хастар ĕҫе йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. Вĕренӳ организацийĕсене, ача сачĕсене модернизацилесси, ҫамрăксен политикине вăй илтересси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнине палăртнă вăл.

«Эпир инфратытăма ҫĕнетсе пыратпăр. Пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пыратьКашни ялăн сăн-сăпачĕ улшăнса илемленетПаллă, пулкалать тепре чухне, уйрăм хăш-пĕр ялсенче каҫ кӳлĕм культура ҫурчĕсем хупă пулни.  Ҫамрăксем кун пирки пирĕн патне хыпарсене илсе ҫитереҫҫĕ. Апла пулсан, ҫамрăк яш-кĕрĕм валли ҫителĕксĕр кану йĕркелени сисĕнкелет», – тесе каланă вăл.   Ҫамрăксем юратакан учрежденисем: шкулсем, клубсем яланах  графикпа килĕшӳллĕн уҫă пулмалла, унта вĕсен хăйсене кăмăла каякан проектсене сӳтсе явмалла. Мероприятине ҫамрăксене явăҫтармалла.  «Ун пек чухне тен, хапăл тусах ҫамрăксем яла юлма тăрăшĕҫ. Вĕсемпе пĕрле хар тăрса ĕҫлесен, кăмăл-туйăм та ҫĕкленĕ, хастартарах ĕҫлеме пуҫлĕҫ», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Олег Николаев.

Сăмах май, вăл ял территорийĕсене аталантарса пымалли пирки каланă. Чăваш Республикин бюджетĕнчен юлашки вҫĕ ҫул хушшинче  ялсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсен проекчĕсене тума самай укҫа-тенкĕ куҫнине палăртнă.

«Паянхи куна калас пулсан,   пирĕн пĕтĕмпех мĕн кирли ҫителĕклĕ. Кашни ял территорийĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама, тухăҫлăха ӳстерме условисем те ҫук мар, укҫа-тенкĕ вăхăтра тата туллин куҫса пырать.   Чи кирли – хаваслă кулă пур ҫĕрте те янăрани, ачасен ăшă кулли пурсăмăра та янравлăн кăмăла ҫĕклени, мирлĕ пурнăҫ  яланах тĕнчере хуҫаланни», – тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешӳсен Совечĕн Правленийĕн Председателĕ Нина Шпилевая республика Правительствине, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева  регионти ял территорийĕсене аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.   Хуласем кулленех ырă енне улшăнса пыни, ял пурнăҫĕ лайăхланни пурсăмăра та пысăк ҫитĕнӳсемпе ĕҫлесе пыма хавхалантарнине пĕлтернĕ вăл.

«Вырăнти хăй тытăмлăхĕсем тăнăҫлă аталанса пыраҫҫĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсене патшалăх енчен ҫителĕклĕ пулăшу куҫать. Кăтарту ҫултан-ҫул пысăкланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Вырăнти бюджетсем дотаци ҫителĕклĕ илеҫҫĕ, муниципаллă округсен харпăр хăй тупăшĕ аванах ӳссе пырать», – тенĕ вăл.    

Ялсемпе хуласенче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе хастар ĕҫлеҫҫĕ. Бюджетран ҫителĕклĕ укҫа-тенкĕ тăкакланать.  2023 ҫулта пурĕ 1021 проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Ҫулсене юсаҫҫĕ, ачасене вылямалли тӳремсене ҫĕнетсе улăштараҫҫĕ, территорисене илемлетеҫҫĕ, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе тĕрлĕ ĕҫсем туса ирттереҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пулса пыраҫҫĕ.    Тахҫантанпах юрăхсăра тухнă пĕвесене тасатаҫҫĕ, таса шывпа тивĕҫтерес тесе тăрăшаҫҫĕ.

«Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассинче халăха хăйне явăҫтарни паха.  Ялсенче старостăсем хастар мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене хутшăнаҫҫĕ, вĕсемпе тĕрле ТОСсенче тăрăшакансем  пĕтĕм кăмăлпа проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳреҫҫĕ», – тесе хушса каланă Нина Шпилевая.

Мероприятине хутшăннисене Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешӳсен Совечĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Александр Кузнецов   саламланă, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене – хӑйсен ҫӑмӑл мар, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗнче вӑй-хал суннă.

Ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк ҫитĕнӳсемпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнисене патшалăх тата ведомствăсен наградисене парса хавхалантарнă.  Конкурссенче мала тухнисене палăртса уйрăммăн наградăсемпе чысланă.

Яланхи пекех фойере курав йĕркеленĕ. Чăваш Енрен вăрҫă хирне кайнисене валли  ҫырнă ҫырусенчен калăпланă Ҫĕнĕ Шупашкарсен стенчĕ ҫине, республика Пуҫлăхĕ ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене хисеплесе, ăшă сăмахсем ҫырнă ҫĕнтерӳпе каялла часах таврăнма чĕнсе каланă. «Эпир сире ĕненетпĕр, сирĕнпе мăнаҫланатпăр, мухтанатпăр, – тенĕ.  

       

 



04 мая 2023
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter