«Марий Элпе калаҫса килĕшнисене пурнăҫа кĕртетпĕр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Марий Элпе калаҫса килĕшнисене пурнăҫа кĕртетпĕр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕ Юрий Зайцев суту-илӳпе экономика, наукăпа техника пайĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли документа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Йошкар-Ола паян Чăваш Ен пуҫарса янă «Ҫĕнтерӳ чиккисем» регионсен хушшинче иртекен патриотла марафонăн эстафетине йышăннă.  Ертӳҫĕсем мероприятисен планне ҫирĕплетнĕ, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Марий Эл Республикин Правительстви тата та маларахри тапхăрпа  ҫирĕплетнĕ килĕшĕве тĕпе хурса йышăннă.   

Документра икĕ регион хушшинче промышленноҫ, АПК тытăмне, суту-илӳпе строительство, ЖКЖ, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, социаллă хӳтлĕх, культура, туризм, спортпа тăван тавралăха упрас, ҫемье тата ҫамрăксен политики пайĕнче пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки  палăртса хăварнă.

Пĕр-пĕрин хушшинче тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе тимлĕ ĕҫленĕшĕн Юрий Зайцева Олег Николаев мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   

«Иртнĕ ҫул йышăннă килĕшĕве пурнăҫласа пырассипе малалла та хастар ĕҫлĕпĕр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Экономика аталанăвĕ пĕр-пĕринчен чылай килет. Халăхсем ĕмĕртенпе пĕрне-пĕри хисеплесе туслă пурăнни куҫ кĕретех.  Палăртма кăмăллă, предприятисем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлсах пырать.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн малашне те алла-алăн тытăнса, пĕрне-пĕри пулăшса тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр.  Пĕрлехи инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма палăртăпăр.  Икĕ регион хушшинче аталану ҫул-йĕрне пĕрле пĕрне-пĕри пулăшса сарса пыма тăрăшăпăр», – тенĕ вăл.      

«Кӳршĕллĕ икĕ регионăн мероприятисен планĕ ҫĕнĕ вăй-хăват хушĕ.  Тĕрлĕ сферăра пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса мероприятисене йĕркелесе пыма тăрăшăпăр», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

«Мероприятисен планне паян алă пусса ҫирĕплетнĕ. Культурăра, спортра е тата ытти сферăра пĕрлехи проектсене пурнăҫлăпăр. Шанатăп, кӳршĕллĕ регионсем ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрассине, пĕр-пĕриншĕн усăллă паха проектсемпе ĕҫлесе пырасса та ĕненетĕп», – тенĕ Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕ Юрий Зайцев.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кӳртесси пирки сӳтсе явнă. Патшалăх енчен куҫакан тĕревсем ҫинчен канашланă. Инвестици ĕҫ-хĕлне ытларах та ытларах тĕрев пама тăрăшмаллине асăннă Олег Николаевпа Юрий Зайцев.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев промышленноҫ пайĕ пирки чарăнса тăнă.  Электротехника производстви регионта хăватлăн вăй илсе пынине каланă. Агропромышленноҫ комплексĕ кунран-кун вăй илнине те палăртнă вăл.  Раҫҫей вăй-хăватне ытларах та ытларах витĕм кӳрес тесессĕн, ҫӳлерех палăртнă сферăсене тата та  хăватлăрах аталантарса пыма тăрăшмаллине каланă вăл.  

Икĕ регион пĕр-пĕринпе хыпарсем тĕлĕшĕнчен те тачă ҫыхăнса тăма калаҫса килĕшнĕ. Производство предприятийĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă.  Паянхи куна илес пулсан, Марий Эл Республикине кулленех «АККОНД» АО, «МЕГАЮРМА» тулли мар яваплă общество, Вăрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначĕсем, «Букет Чувашии», «Етĕрне сĕчĕ» акционерсен уҫă обществи тата ыттисем те  хăйсен таварĕсене тăратнине пĕлтернĕ вăл.

Ку ĕҫе ытти предприятисем те хастар хутшăнаҫҫĕ. Икĕ ен таварсен калăпăшне ӳстерме палăртаҫҫĕ.  Паян Марий Эл Республикине Чăваш Республикин инвестициллĕ команди ĕҫлĕ ҫӳл ҫӳревпе тухнă. Вĕсем унта «НПФ «Мета-хром»  тулли мар яваплă обществăра  тата «НПО Таврида Электрик» АО пулса курнă, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă.  

Ял хуҫалăх пайĕнчи ҫĕнĕлĕхсемпе те паллашма тĕллев лартнă икĕ субъект. Агротехнологи ҫĕнĕлĕхĕсемпе паллашасси ыйту та икĕ регионăн кун йĕркинчех тăрать.

 



04 мая 2023
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter