Çĕнтерӳ кунĕпе саламлаççĕ

Çĕнтерӳ кунĕ кашнишĕнех чи пĕлтерĕшлĕ те çутă уяв. Ветерансемшĕн, тыл ĕçченĕсемшĕн, вăрçă ачисемшĕн вара – уйрăмах. Çу уйăхĕн 9-мĕшне мĕнле кĕтнине вĕсем хăйсем анчах палăртма пултараççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитнĕ май республикăра терт-нуша курнисене чыслаççĕ.

Юрăсене итлесен Ольга Ивановна куçĕ умне вăрçă çулĕсем тухса тăраççĕ. Урамра кулса çӳрекен хĕр ача мар, колхоз уй-хирĕнче ĕçлекенни – çум çумланă, тырă вырнă. Ашшĕ фронта тухса кайни те, суранланса таврăнни те асрах. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пуçрах.

ОЛЬГА БЕЛОВА: «Эпĕ çавна астăватăп. Иван Степанович, вăрçă пĕтнĕ тесе кăшкăраççĕ. Эпир йĕретпĕр. Вăт çавăн пек кĕтсе илнĕ ĕнтĕ. Эпир питех пурне те ăнланман ĕнтĕ ун чухне. Савăннă, савăннă. Халь лартăм та йĕтĕм çак юрăсене итлесе. Пысăк праçник маншăн. Пысăк». Çĕнтерӳ кунĕ Елена Евдокимовнăшăн та пысăк уяв. Вăрçă тухнă çулта вăл тăватăра кăна пулнă.

ЕЛЕНА МИХАЙЛОВА: «Вăрçă чарăннă терĕç те эпир питĕ хытă савăнтăмăр. Ман вăрçăра виçĕ пичче тата атте вăрçнă. Ман атте вилнĕ. Виçĕ пичче таврăннă». Вăрçă ачисене, ветерансене, тыл ĕçченĕсене республикăра паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.

ТАТЬЯНА ЯКИМОВА: «Ветерансене çулран тĕрĕслесех сиплесех тăраççĕ. Унсăр пуçне тӳлевсĕр эмелсем те илсе тăраççĕ. Госпиталь тăрăшнипе тухтăрсен бригади кашни çул аякри ялти больницăсене кайса ветерансене тĕрĕслесе сиплесех тăрать. Çакăн пек консультацисене 658 çын тивĕçнĕ пулнă». Çулсерен вăрçа хăйсен куçĕпе курнă çынсен хисепĕ чаксах пырать. Пурăннă чухне вĕсене хисеп тунине, паллах, нимĕн те çитмест. 



НТРК
04 мая 2023
17:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter