Регион ушкăнĕсене аталантараççĕ

Пĕрлĕхре – вăй. Çакна пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе тата практикипе паллашакан, аталану çулĕнче тĕрев кӳрекен регионсем те çирĕплетеççĕ. «Управлени ăсталăхĕ: регион ушкăнĕсене аталантарасси» вĕренӳ программипе килĕшӳллĕн Чăваш Ене Пенза облаçĕн делегацийĕ çитнĕ. Икĕ регион пĕр-пĕрне мĕнлерех усă кӳме пултарнине Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ канашлура тишкерчĕç.

Канашлăва пуçтарăнниччен Пенза тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем Шупашкарти предприятире пулнă. Шăратса сыпмалли хатĕр технологийĕн хăйне евĕрлĕхĕпе, завод ĕçĕпе паллашни регион вăй-хăватне хут çинчи хисепсемпе çеç мар, куçа-куçăн курма та май панă. Промшыленноç комплексĕ республикăн экономикинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл Чăваш Енĕн мĕн пур тухăçĕн 30 процентне йĕркелет.

«Регион трактор туса кăларас енĕпе йĕркеленĕ ятарлă инвестици проекчĕн килĕшĕвне чи малтан çирĕплтекенсенчен пĕри пулнă», – палăртрĕ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов. Пенза облаçĕнчен килнĕ делегацие ятарлă экономика зонине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусем уйрăмах кăсăклă пулчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем çак енпе хальлĕхе ĕçлеме тытăнайман-ха. Тĕл пулура услам ĕçне тĕрев кӳмелли мелсене те сӳтсе яврĕç. Пĕрлĕхи тĕллевсем çитес вăхăтра лайăх кăтартусем патне илсе çитерессе шанаççĕ канашлăва пухăннисем. 



НТРК
04 мая 2023
07:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter