«Ҫар паратĕнчи пекех кăмăл-туйăм енчен ача садне çӳрекенсемпе çамрăк армеецсен парачĕ», – тенĕ Олег Николаев

«Ҫар паратĕнчи пекех кăмăл-туйăм енчен ача садне çӳрекенсемпе çамрăк армеецсен парачĕ», –  тенĕ Олег Николаев

1941-1945-мĕш  ҫулсенче Тăван Ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине халалласа  кăҫалхипе саккăрмĕш хут «Шкул ҫулне ҫитменнисем тата ҫамрăк армеецсем» патриотла акцине ирттернĕ.  Паян Шупашкарти чи хăюллă арçын ачасемпе хĕрачасем строя тăнă. Тĕп хуламăрта ача садне çӳрекенсемпе çамрăк армеецсен парачĕ иртнĕ.

Парада икĕ пин ытла ача хутшăннă. Пухăннисен умĕнче сывлăш десант çарĕсем, тинĕс пехоти, çăлав çарĕсем тата ыттисем те пулнă. Парада хутшăнакансем хăйсемпе мăнаçланнă, кашни хусканăва тĕрĕс тума тăрăшнă.  Мероприятине хутшăннă чи ҫамрăк ачасен парадне Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен çарпа патриотизмăн «ЮНАРМИЯ» обществăлла юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн шкул ачисемпе кадечĕсем,  ҫамрăк армеецсем  малалла тăснă. Отрядсенче тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнă яш-кĕрĕмсем пулнă. Вĕсем чăнласах та ыттисемшĕн тĕслĕхре. Спортри ҫитĕнĕвĕсем, ҫарпа патриотизмла мероприятисенче пысăк кăтартăвĕсем пурсăмăра та хавхалантараҫҫĕ.   

«Ҫĕнтерӳ кунне халалласа эпир ҫав тери нумай мероприятисем ирттеретпĕр.  Хамăрăн паттăрсене аса илетпĕр, вĕсемпе мĕнаҫланатпăр.  Вĕсем пире ҫитĕнӳсем тума хавхалантараҫҫĕ.  Вĕсен паттăрлăхĕ пире вăй-хăват хушать. Ҫĕршыв шайĕнче ирттерекен мероприятине пирĕн регионта та анлă  йĕркелеҫҫĕ.  Ырă йăлана эпир ҫулсерен пуянлатса, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшăпăр», – тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн ум сăмахĕнче.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ҫамрăк армеецсен парачĕ ҫав тери кăмăл-туйăма ҫĕкленине каланă вăл.  «Чăн-чăн паттăрлăх туйăмне вăратать.  Хавхалануллă кăмăл-туйăм анчах мар, пуласлăх ҫине хăюллăн тишкерме хистет», – тенĕ Олег Николаев.  «Хамăрăн несĕлĕмĕрсен, паттăрсен йăли-йĕркине паянхи кун та ҫитĕнекен ăру ăша хывса вĕсем пек пулма тăрăшни – пушшех те  аван.  Аслă вăрҫăра тăшмана парăнтарса пире мирлĕ пурнăҫ парнеленĕ паттăрсем ĕмĕр асра пурин чĕринче те.  Паян та пирĕн паттăрсем вăрҫă хирĕнче пулни, хамăрăн Ҫĕршывăмăра  упраса хăварассишĕн ырми-канми вăй хуни пире малалла ăнтăлма пулăшать, пĕрне-пĕри хисеплеме, май пур таран пулăшма вĕрентет. Кашни халăхăн йăли-йĕркине, ĕмчĕсене, тĕллевĕсене пурнăҫлама витĕм кӳрет» – тенĕ вăл.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  ҫĕршывăмăрăн пуласлăхĕ ҫав тери лайăх пулнине каланă. Пирĕнтен кашни халăхăн йăли-йĕри упранса ламран-лама куҫса пытăр тесе пысăк тӳпе хывать.  Пире нимĕнле тăшман та парăнтараймĕ, Раҫҫей яланах вăйлă.   

Çамрăк ăру Совет халăхĕн паттăрлăхне асра тытать. Ача сачĕсенче ятарлă проектсем пурнăçлаҫҫĕ. Вĕсемпе килĕшӳллĕн патриотизм туйăмне çĕклекен мероприятисем йĕркелеççĕ.

Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 78 çул çитнине уявлатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисен паттăрлăхне пула мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнатпăр. Шел те, Раççей каллех нацизма хирĕç кĕрешет. Çавăнпа çак мероприяти тата пĕлтерĕшлĕрех те хумхануллăрах.

 «Парада хутшăнакансемпе мухтанатпăр. Пурте çар çыннин çулне суйламĕҫ. Чи кирли эсир çĕршыва аталантаракансем пулатăр. Патшалăха вăйлă çарпа флот та кирлĕ. Вĕсем çĕршыва çирĕплетĕç», – тенĕ Пуҫлăх.

Парада пухăннă мĕнпур ҫынна Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Афганецсен республикăри пĕрлĕхĕн ертӳçи Геннадий Матвеев хĕрӳллĕн саламланă,  чăнласах та мероприяти ҫитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.

 «Кун пек аналог ҫук. Сакăр çул каялла ача сачĕсенче пирвайхи парадсем иртнĕ. Кашни çул вĕсене хутшăнакансен йышĕ ӳссех пырать. Çакă мероприяти пĕлтерĕшне çирĕплетет.    Мероприятин форматне те ҫулсеренех ҫĕнетсе пыраҫҫĕ», – тенĕ  Алла Салаева.      

 

 



05 мая 2023
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter