Кашни ветеран хӳтлĕхе тивĕç

Каршлăхри Александр Невски ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕпе кӳршĕллĕ ветерансен интернат çурчĕ 27 ватăшăн тăван кил вырăнĕнче. Кунта вĕсем медицина пулăшăвне тивĕçеççĕ. Социаллă ĕçченсем вĕсен канлĕ ватлăх пултăр тесе тăрăшаççĕ. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ умĕн вăрçăпа ĕç ветеранĕсене Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова саламларĕ.

Муркаш районĕнчи Шомик салинчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен стационар уйрăмĕ уçăлнăранпа 16 çул çитет. Медицина ĕçченĕсем аслă арурисен сывлăхне куллен тĕрĕслеççĕ. Ветерансен вăтам ÿсĕмĕ 81 çул ытла, вĕсем çамрăк маррине шута илсе шур халатлисем тăтăшах юнашар. Чи асли – Перасковья Иванова, вăл 100 çулта. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Перасковья Ивановна фронта валли апат типĕтсе хатĕрленĕ, лаборант ĕçне пурнăçланă, Сăр чиккине тунă ĕçе хастар хутшăннă.

ПЕРАСКОВЬЯ ИВАНОВА: «Окоп капла 2 метр, капла 2 метр-çӳллĕшне тата пирĕн пĕтĕмпех чавмалла пулнă. Аялалла сиктертмелле пулнă. Ун чухне тырă шутсăр вăйлă пулнă, ыраш пучаххисем ак çапла тăршшĕ пулнă. Çав çул. Пĕр тырă та колхоза паман. Пĕтĕмпех вăрçа. Талăк çурă ĕçлетпĕр те – тепĕр çуррине кăна канатпăр. Канман. Ĕçленĕ, ĕçленĕ, ĕçленĕ». Кăмăлтан пурнăçланă кашни ĕç çĕнтерĕве çывхартнă. Çавăнпа та кашни вăрçă ветеранĕ хисепе тивĕç пулнине çирĕплетрĕ Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.

АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Паянхи кун Чăваш Енре 4700 ветерана яхăн пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, тăлăх арăмсем, концлагерьте пулнисем тата ыттисем те çулсерен социаллă пулăшăва тивĕçеççĕ. Пур ветеран патне те социаллă ĕçченсем çитсе пурăннă майсене тишкереççĕ. Çĕнтерӳ уявĕ çывхарнă май пĕтĕм ветерансене, республикăра пурăнакансене Аслă уяв ячĕпе чун чĕререн саламлатăп. Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп». Аслă çулхисем хăтлă та меллĕ пурăнмалла. Ку тăрăхри тавралăх аслă çулхи çынсем валли хăй чăн-чăн сиплевçĕ шутланать. Каршлăхри ветерансен интернатчĕ, чăннипех те, хÿтлĕх кирлисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн.



НТРК
05 мая 2023
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter