Ĕçлĕ çул çӳрев

Ял хуçалăх, суту-илӳ, строительство, сывлăх сыхлавĕ тата ытти те. Нумай тытăмра Чăваш Республикипе Мари Республики пĕрле килĕштерсе ĕçлĕç. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев кӳршĕ регионта ĕçлĕ командировкăра пулнă май вырăнти пуçлăхпа Юрий Зайцевпа килĕшӳ алă пусрĕç.

«Иртнĕ çулхи ĕçсене кăçал та малалла тăсăпăр», – çапла палăртрĕç ертӳçӳсем. Пĕр-пĕрин опычĕпе те малалла паллашĕç. Чăваш Енри тата Мари тăрăхĕнчи нумай пĕрлешӳ пĕрле канашласа ĕçлет. Кӳршĕ региона пылак çимĕç, аш-какай, сĕт-турăх тата нумай тавар ăсанать. Вăрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначĕсем, «Букет Чувашии», «Чăвашçăкăрпродукчĕ», «Етĕрне сĕчĕ», «Вавилон», «Акконд» пĕрлешӳсем кӳршĕ регионпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Чăвашстат кăтартăвĕпе икĕ республикăн тулаш тавар çаврăнăшĕ 4 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Ку эрнере Мари Республикинче Чăваш Енĕн инвестици ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсем «Мета-Хром», «Таврида Электрик» пĕрлешӳсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç, апла пулсан ку енпе те çыхăнусем çирĕпленĕç. 



НТРК
05 мая 2023
07:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter