«Çĕнтерӳ чиккисем» патриотизм марафонĕ иртет

Чăваш Ен, Чулхула облаçĕ, Мордва тата Мари Республикисем. Кăçал тăватă регион шайĕнче «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотизм марафонĕ иртет. Ырă пуçарăва тыл ĕçченĕсемпе хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен паттăрлăхне халалланă. Паян мари çĕрĕ ăсчахсене, историксене, артистсене йышăнчĕ. Вĕсене пурне те окоп чавакансен хастарлăхĕ пĕрлештерет.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартма кашни регион пысăк тӳпе хывнă. Хӳтĕлев чиккисем çĕкленĕ çĕре нумай тăрăх хутшăннă. Чăваш Енре 380 çухрăм тăршшĕ окопа 170 пин ытла çын чавнă. Ытларах хĕрарăмсемпе ачасем пулнă. Вĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе иртнĕ çулта республикăра Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулчĕ. Мари Республикинчи хӳтĕлев чикки 100 çухрăмпа танлашать. 40 000 çынна явăçтарнă унта. Вăрçă çулĕсенче Чăваш Ене 28 предприяти куçарса килнĕ пулсан Мари Республикинче 27-шне вырнаçтарнă. Кӳршĕ регионсемпе проектсем пуçарни Чăваш Енре çĕнĕлĕх мар. Йошкар-Олара иртекен «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотла марафон Чăваш Енре, Хусанта, Чĕмпĕрте, Епхӳре, Чулхулара, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче тата Федераци Канашĕнче йĕркеленĕ уявсен тăсăмĕ. Вĕсенче 14 пин ытла çын хутшăннă. Марафон йĕркеленĕ май Йошкар-Олари Мари патшалăх архивĕнче тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне халалласа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Архивра вăй хуракансем, историксем, аслă шкулсен преподавателĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем хăйсен тĕпчевĕсемпе паллаштарчĕç унта. Патриотизм марафонне кăçал юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта пĕтĕмлетĕç. Чăваш Ен тĕп хулине кӳршĕ регионсене те чĕнĕç. 



НТРК
05 мая 2023
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter