Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радиовӑн тата ҫыхӑнӑвӑн мӗнпур отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радиовӑн тата ҫыхӑнӑвӑн мӗнпур отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Радио тата ҫыхӑнӑвӑн пӗтӗм отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 

Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫыхӑну отраслӗсемсӗр хальхи общество пурнӑҫӗ мӗнлерех пуласси пирки шутлама та май ҫук. Цифра витӗмӗпе улшӑнса пыракан саманара радио малалла аталанать тата вӑхӑтпа тан утать.

Чӑваш Республикинче паян 16 радиостанци ӗҫлет, халӑх шухӑш-кӑмӑлне тата информаци анлӑхне йӗркелес тӗлӗшпе вӗсенчен кашниех пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвать.

Сирӗн ӗҫӗр тата профессири ӑсталӑхӑр пысӑк хака тата хисепе тивӗҫ.

Ҫивӗч те вӑр-вар, тӳрӗ чунлӑ тата пултаруллӑ пулнӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Хӑвӑр ӗҫӗрте эсир Чӑваш Ен ҫыннисен шанӑҫне яланах тӗп вырӑна хурассине шанса тӑратӑп.

Сире ҫивӗч ӑслӑ шухӑшсем, ҫӗнӗ проектсем тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                        Олег Николаев

 



07 мая 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter