Чечек çыххисем хучĕç

Çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн, ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. Çак астăвăма упранине çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти «Çĕнтерӳ» асăну комплексне пуçтарăннă халăх та çирĕплетрĕ. Ватти те, вĕтти те ĕмĕр сӳнми çулăм патне чечек çыххисем хурса салтаксен мăнаçлă çитĕнĕвне аса илчĕç.

«Çĕнтерӳ» асăну комплексĕ вăрçă хирĕнче паттăрла кĕрешнĕ кашни çын ятнех упрать. Пиртен уйрăлнă, çапах та ĕмĕрлĕхе асра юлнă салтаксене пуç туйма, кăвак та мирлĕ тӳпешĕн тав тума çын йышлă пуçтарăннă.

«Аттесен, асаттесен, ват кукаçисен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхĕн астăвăмне кашни кил-çуртрах тивĕçлĕн упраççĕ», – палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Куççульлĕ уява Афганистанри хирĕç тăрăва хутшăннă салтаксем тата Шупашкарта пурăнакансем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем телейлĕ пурнăçшăн пуç хунисене асăнса шăп тăчĕç, унтан вара ĕмĕр сӳнми çулăм патне чечек çыххисем хучĕç. 



НТРК
09 мая 2023
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter