Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Хисеплӗ ветерансем!

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Майӑн 9-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑнах сӑваплӑ кун тата хаклӑран та хаклӑ уяв.

Ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхшӑн, ирӗклӗ ҫӗршывшӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсен паттӑрла ӗҫӗсем нихӑҫан та манӑҫас ҫук. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫывӑх ҫыннисем кӑ-тартнӑ паттӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ ас тӑвӑм кашни килтех типтерлӗн сыхланса упранать.

Ҫӗршывӑмӑр  ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пынӑ кӗрешӗве Чӑваш Ен хӑйӗн курӑмлӑ тӳпине хывнӑ. Пирӗн паттӑр ентешӗмӗрсем пур фронтсенче те ҫа-пӑҫнӑ, хӗрарӑмсемпе ватӑсем тата ҫамрӑксем тылра хӑйсене шеллемесӗр ырми-канми ӗҫленӗ. Республикӑра кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑрҫӑ хатӗрӗсем, авиаци, танк, тинӗс техники валли комплектламалли хатӗрсем туса кӑларассине йӗркелесе янӑ, хӳтӗлев чиккисем тунӑ. Шупашкар пысӑк медицина центрне ҫаврӑннӑ, унта аманнӑ ҫар ҫыннисене сиплесе сыватнӑ.

Эпир хамӑрӑн хаклӑ ветерансен, концлагерьсенче асап тӳснӗ ҫынсен, тыл ӗҫ-ченӗсен ҫирӗплӗхӗпе паттӑрлӑхӗнчен халӗ те тӗлӗнме пӑрахаймастпӑр тата Раҫҫее аталантарас, унӑн тӗнчери тӑрӑмне тата ят-сумне ӳстерес тесе мӗн кирлине пурне те тума тӑрӑшатпӑр.

Пирӗн патшалӑхӑмӑрӑн тӗп тӗрекӗ, тивӗҫлӗ пуласлӑх никӗсӗ – тӑван ҫӗре юратни ҫинче тытӑнса тӑракан тачӑ пӗрлӗх!

Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетекен йӑла-йӗркене Раҫҫейӗн хальхи салтакӗсемпе офицерӗсем малалла тӑсаҫҫӗ. Пирӗн ҫар ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑхра ҫӗршыв интересӗсене, унӑн гражданӗсен хӑрушсӑрлӑх-не тата тӑнӑҫлӑха паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Пирӗнтен чылайӑшӗ тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫакан салтаксене чунӗ хушнипе пулӑшать.

 Эпир вӑй тӗрӗслӗхре пулни, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласси пирки иккӗленместпӗр! Ку яланах ҫапла пулнӑ!

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене мухтав! Ҫӗнтерӳҫӗ-халӑха мухтав! Аслӑ Раҫҫее мухтав!

Уявпа! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                   Олег Николаев 

 



09 мая 2023
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter