Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерӳ кунĕ

Çĕнтерӳ кунĕ. 1941-45-мĕш çулсем инçете-инçете ăсанаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăрçă суранĕсем те сипленеççĕ, паллах. Салтаксен паттăрлăхĕ вара, вĕсен вилĕмсĕр ячĕсем – ĕмĕрлĕхех пирĕн асра пулĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 78 çул çитнине Чăваш Енре анлă паллă турĕç.

– Ырă та лăпкă пурнăç сунатпăр пурне те! Паян, Çĕнтерӳ кунĕнче, сире, хаклă ентешсем, çак сăмахсемпе саламлатпăр!

Çĕнтерӳ кунне наци телекуравĕ яланхиллех тӳрĕ эфирта кăтартрĕ. Парад пуçланиччен Татьяна Трофимова тата Алексей Зотиков журналистсем куççульпе, тарпа тата юнпа сăрланнă уяв пирки каласа пачĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Чăваш Енрен 208 000 ытла çын фронта тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле таврăнайман. Нуша, асап, куççуль, çухату – вăрçă хуйхи-суйхи кашни киле пырса тивнĕ. Нимĕн те манăçмасть, никам та асран тухмасть. Çакна мала кăларать те хальхи ăру. Чăваш Ен 9-мĕш çул «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнать. Кăçал вăл хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Шкулсенче, сыватмăшсенче, социаллă учрежденисенче «Астăвăм стени» йĕркелерĕç.

Çĕнтерӳ парадне нумай çемье хăйсен Паттăрĕн сăнне вырнаçтарнă футболкăсемпе çитрĕç. Мария Русина, Екатерина, Елена хĕрĕсемпе 1945-мĕш çулта раштав уйăхĕнче пуçне хунă аслашшĕн пиччĕшĕ, мăшăрĕн телефонистка пулнă асламăшĕ тата флотра тăнă аслашшĕ пирки каласа кăтартрĕç. Наталья Евграфова вара Татьяна хĕрĕпе 17 çулта салтака кайнă, «Катюша» çинче тĕллекен пулнă Василий Долгова, çавăн пекех Рокоссовский полкĕнче связистра тăнă Елена Шоркинăна асран кăлармаççĕ. Шупашкарти 22-мĕш шкулта кадет класĕнче вĕренекен Екатерина Петрова Яков Петров артиллерист-разведчик пирки темччен каласа пама пултарать. Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем те çулсерен Парада килеççĕ. Вĕсен речĕ çулсерен сайраланса пырать. Шупашкарта пурăнакан Агреппина Янович Çĕнтерӳ кунне çывхартакансенчен пĕри. Вăл Курск пĕккинче çапăçнă, Кениксберг хулине 4 кун штурмланине паян та ас тăвать. Тăшмана аркатнă куна ĕнерхи пекех асра тытать, мĕншен тесен Çĕнтерӳ хыççăнах вăл 20 çул тултарнă.

– Пĕр-пĕрне саламларăмăр, савăнтăмăр. Анна Иванова та мухтава тивĕç. Вăл связист пулнă.

 – Пире 1942-мĕш çулта призывать тунă. Малтанах Мускава вĕренме ячĕç.

Шăп 12:00 сехетре Республика тӳремĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитнине халалласа савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пурне те Аслă Çĕнтерӳ уявĕпе саламларĕ. «Священная война» юрă пуçлансан Çĕнтерӳ ялавне çĕклесе пычĕç. Çак вăхăтра ватти-вĕтти шăп тăчĕ. Ветерансем те, йывăр пулсан та, хăйсен вырăнĕнчен çĕкленчĕç. Шупашкар çар гарнизонĕн полкĕн колоннисем, кадетсемпе ытти хастарсем ушканăн-ушкăнăн 1200 çын утса иртрĕç. Уява килнисене çар техники те илĕртрĕ. «Газ-69», «Зис-5» техника, «Катюша» çапăçу машини, «Днепр» мотоцикл, Чăваш Енри предприятисем туса кăларакан тимĕр утсем. Вăрçă çулĕсенчисем тата хальхисем 70-е яхăн техника хула урамĕпе иртрĕ. Колоннăна вара легендарлă совет автомобилĕсем тата байкерсем хупрĕç. 



НТРК
09 мая 2023
19:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter