Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет

Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет.
Шӑп чикӗсен строителӗсене пуҫ тайма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа  Алла Салаева, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн
Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Хӗрарамсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева килсе ҫитрӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнтерӗве ҫывхартма тыл ӗҫченӗсем те хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнине палӑртрӗ. Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.
Ӗҫ ветеранӗ Равиль Валиуллин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав хутне тата асӑнмалӑх сехете тивӗҫрӗ.

www.hypar.ru



09 мая 2023
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter