«Астăвăм çурти» пуçарăва йышлă хутшăнчĕç
Раççейре, республикăра пурăнакансем «Астăвăм çурти» патриотла акцие хастар хутшăннине палăртмалла. Ăна çĕршывра Тюменьре 2004-мĕш çултанпа ирттерме пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене халалласа пĕр вăхăтра ахаль çынсем çурта çутса тухнă. Чăваш Ен те çак ырă пуçарăва çулсерен хутшăнать.
Вăрçă терт-асапĕ кашни çемьене çухату тата куççуль илсе килнĕ. Тăван тăрăха хӳтĕлес тĕллевпе алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ. Вăрçă хăварнă суран халĕ те халăх чĕрине ыраттарать. Хаяр тăшманпа ниме пăхмасăр кĕрешнĕ паттăрсене, хыпарсăр çухалнă салтаксене асăнса республикăра «Астăвăм çурти» акци иртет.
– Чи малтанах хамăн тăвансене аса илетĕп. Кукаçисем, асаттесем тата вĕсен пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем. Вăрçă уйĕнче тата тылра та тĕрлĕ енлĕ вăй хурса çак Çĕнтерĕве хăвăртлатма май панă. Унсăр пуçне, паллах, ман пуçра Совет Союзĕн Геройĕсем пирĕн Чăвашран тухнисем тата ытти нумай ятсем. Мĕншĕн тесен ку пысăк ĕçе пурте пĕрле тунă. «Астăвăм çурти» акцие 19 çул каялла, Тюмень хулинче пуçарнă. Çулсеренех унта хутшăнакансен йышĕ ӳссе пырать. «Çĕнтерӳ» мемориал комплексне пухăнаканнисем çуртасене лартса «Çĕнтерӳ» сăмах çырчĕç. Пуçарăва хутшăнакансем Чăваш Енри салтаксен паттăрлăхне асра тытнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕç.