«Эпир вырӑссен вăй-хăвачĕпе тата хӗҫ-пӑшалӗпе мухтанатпӑр», – тенĕ Олег Николаев

«Эпир вырӑссен вăй-хăвачĕпе тата хӗҫ-пӑшалӗпе мухтанатпӑр», – тенĕ Олег Николаев

 Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Республика тӳремĕнче Шупашкарта Тăван Ҫĕршывăн Аслă вĕрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине палăртса  уяв парачĕ иртнĕ. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерӳ кунне Чăваш Республикинче анлăн уявланă.

Пĕтĕмпе парадра 1200 ҫын хутшăннă. Куракансен умĕпе ҫитмĕл ытла ҫар техники иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитни – калама çук пысăк тата пĕлтерĕшлĕ пулăм, вăрçă ветеранĕсене тимлĕх уйăрмалла. Митинга хутшăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă, уява пухăннă мĕнпур ҫынна Ҫĕнтерӳ кунĕпе ырлăх-сывлăх суннă.  

«Аслă Ҫĕнтерĕве 78 хут уявлатпăр.   Ҫĕнтерӳ сăмаха ҫирĕплетнĕ, эпир ăна ҫулсерен чыслăн уявлатпăр. Ветерансене эпир кулленех тав сăмахĕсем калатпăр. Пире мирлĕ пурнăҫ парнеленĕ вĕсем.  Эпир вырăс халăхĕ пулнишĕн мăнаҫланатпăр. Пире нимĕнле тăшман та парăнтараймĕ. Ҫĕнтерӳ пирĕн енче яланах пулнă, пулать те», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Пирӗн патшалӑхӑмӑрӑн тӗп тӗрекӗ, тивӗҫлӗ пуласлӑх никӗсӗ – тӑван ҫӗре юратни ҫинче тытӑнса тӑракан тачӑ пӗрлӗх!», – тенĕ вăл.    

«Паянхи пурнăҫ таппинче те эпир ҫак усалпа хирĕҫ тĕл пултăмăр. Тăшман хирĕҫ тăрать. Юлташла халăх пирĕнпе ĕмĕр туслă пурăннă, халĕ вĕсем пачах та урăхла. Запад пире хирĕҫ тăма вĕрентсе пырать вĕсене», – тесе сăмаха малалла  тăснă вăл. «Пире хирĕҫ тăракан тăшмансем пирĕн паттăрсене чысласа лартнă палăксене нĕрсĕррĕн аркатнине те куратпăр. Тăван Ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсенче хуласене тăшмансенчен хăтарса ирĕке кăларассишӳĕн ҫапăҫнă паттăрсене эпир ĕмĕр асра тытатпăр», ­ –  тенĕ вăл.  «Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетекен йӑла-йӗркене Раҫҫейӗн хальхи салтакӗсемпе офицерӗсем малалла тӑсаҫҫӗ. Пирӗн ҫар ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑхра ҫӗршыв интересӗсене, унӑн гражданӗсен хӑрушсӑрлӑхне тата тӑнӑҫлӑха паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Пирӗнтен чылайӑшӗ тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫакан салтаксене чунӗ хушнипе пулӑшать. Эпир вӑй тӗрӗслӗхре пулни, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласси пирки иккӗленместпӗр! Ку яланах ҫапла пулнӑ!», – тенĕ вăл.

Паянхи кун та вырăс салтакĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ.  Кун пирки  тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе, пирĕнтен кашни май пур таран мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пама тăрăшать. Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр.  «Пĕлсех тăратпăр, ҫĕнтерӳ пирĕн енче пуласса. Раҫҫей пуласлăхĕ вăйланса ҫирĕпленсе пырасса та ĕненетпĕр. Хамăрăн йăла-йĕркесене ламран-лама куҫарса, ҫитĕнекен ăрăва ăна вĕрентсе хăварма тăрăшатпăр», – тесе каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Шупашкар территорийĕн гарнизонĕн пуҫлăхĕ – Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Бахтиер Холиков  митинга пухăннисем умĕнче Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕн Ҫĕнтерӳ кунĕпе ҫырнă приказне вуласа панă, уяв ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă.    

Ҫĕнтерӳ парачĕн сумлă хăнисем: Тăван Ҫĕршывăн  Аслă вăрҫин ветеранĕсем, тыл ĕҫченĕсем, вăрҫă ачисем, ятарлă ҫар операцине хутшăннă паттăрсем тата ыттисем пулнă.

«Эпир Чăваш Енĕн ҫыннисем, хамăрăн ирĕкпе ҫĕршывăмăра хӳтĕлеме хутшăннă.  Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, Ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесен епле вăй хумаллине.  Пирĕн асаттесем тăшмана тĕпрен ҫапса аркатнă. Паян пирĕн черет. Вырăс тĕнчине упраса хăвармалла.  Пирĕн нимĕнле иккĕленӳ те ҫук. Пур-пĕрех ҫĕнтерӳ пирĕн енче пулать!», – тенĕ  ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă Виталий Емельянов майор.

Ҫитĕнекен ăру ячĕпе Тăван Ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсене Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ лицейре вĕренекен Марина Ладушкина тата Артем Лесив ăшшăн саламланă.

Пĕр минутлăха шăплăха тытнă хыҫҫăн, ҫар техникисем вырăнтан тапраннă, Шупашкар гарнизонĕн уйрăмĕceн свод полкĕпе çaр техникин парачĕ иртнĕ.

Хавхалануллà парада Чăваш Республикин çар комиссарĕ йышăннă. Шупашкарти çaр гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкăн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртнĕ. Вăй ведомствин представителĕceне, Афганистан ветеранĕceне, Çyрçĕр Кавказри юнлă xирĕç тăрусене хутшăннисене, кадет шкулĕн, ачасен полици академийĕн, çaр-спорт клубĕceн воспитанникĕceне курма чăннипех те кăсăклă пулнă. Мероприятие пухăннă çынсем çaрăн ятарлă техникисемпе паллашнă.  

 



10 мая 2023
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter