Патшалăх пулăшать

Чăваш Енри садпа пахча пĕрлешĕвĕсем шыв, газ пăрăхĕсене тата электричество тытăмне тунă е çĕнетнĕ чухне тĕрев укçипе усă курма пултарни пирки пĕлтернĕччĕ. Малашне патшалăх пулăшнипе çулсене те юсама пултараççĕ. Кун пирки Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче калаçрĕç.

Чăваш Енре паян 133 пин ытла сад тата 23 000 ытла дача участокĕ шутланать. Пĕрлешӳсен хисепĕ 700-е çывхарать, вĕсенчен 100-шĕ республикăри хуласенче вырнаçнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчи йышăнăвне çĕнĕ пункт кĕрет. Унта садпа пахча пĕрлешĕвĕсене субсиди памалли йĕркене улшăнусем кĕртеççĕ. Сăмах çул тăвасси пирки пырать. Пĕрлешӳсенче шалта çул-йĕре йĕркене кĕртес пулсан тăкакланнин çуррине каялла тавăрма пулать. Анчах кунта пĕр самант пур – пĕр проектшăн миллион тенкĕ ытла мар. Ку çĕнĕлĕх пĕрлешӳсене вăй илме тата аталанма пулăшмалла. Паллах, ял хуçалăх таварне туса илесси те пысăкланмалла. Тĕрев укçине 600 ытла пĕрлешӳ илме пултарать. Вĕсенче 140 пин çын ĕçлет. 



НТРК
10 мая 2023
19:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter