Шупашкарта Ҫĕнтерӳ кунĕнче 1418 ҫурта ҫутнă

Шупашкарта Ҫĕнтерӳ кунĕнче 1418 ҫурта ҫутнă

 Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Астăвăм çурти» акцине хутшăннă.

«Ҫĕнтерӳ»  мемориаллă комплексра Шупашкарта акцине хутшăнакансем «Ҫĕнтерӳ»  сăмаха ҫуртасем лартса чыс тунă, вĕсенчен кашни ҫурти вăрҫăн пĕр кунне палăртать, пĕтĕмпе вĕсем 1418 ҫурта ҫутнă.  

«Аслă Ҫĕнтерӳ кунĕ  пире пурсăмăра та хавхалантарать. Чи кирли - тĕрлĕ наци, тĕн е политика енчен ҫынсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине ҫирĕплетет.  Пĕтĕм ветерансене чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕсем калатпăр. Халĕ те Ҫĕнтерĕве пĕлсех тăратпăр, вăл пирĕн енче пулассине ĕненетпĕр!», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Паян та пирĕн ҫĕршыв вăрҫăпа тепĕр хут тĕл пулать. Усал тăшмансем виҫĕ енлĕн пăтăрмахсем кăларса тăратаҫҫĕ. Экономика енчен, психологи тата хыпарсем тĕлĕшпе кулленех пăтратма пикенеҫҫĕ.  Уйрăмах ҫитĕнекен ăрăва явăҫтарма тăрăшни сисĕнет.  Пире хирĕҫ тăракансен пур-пĕрех парăнтараймĕҫ. Эпир, вырăссем, яланах маттур та вăйлă пулнă, пире ҫĕнтерме хĕн.  Эпир хамăрăн несĕлĕмĕрсен вăй-хăватне тĕпе хурса, Ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Ҫĕнтерĕвĕ тĕнчене ҫĕнĕлле йĕркелесе тата тытса пыма витĕм кӳрессе асăннă.  «Халăх пĕрлĕхре пулсан, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренĕҫ. Йăла-йĕрке, культура та ламран-лама куҫса пырĕ.  Совет саманинчи мĕнпур паттăрсен ячĕсене ĕмĕр чĕрере упратпăр. Хамăрăн патшалăхăн суверенитетне упраса хăварассишĕн паян та пирĕн салтаксем хар тăрса, пире хирĕҫ тăракансене парăнтарма пикенеҫҫĕ, ҫĕршывăмăра хӳтĕлессишĕн вăй хураҫҫĕ», – тенĕ вăл.  

Ҫакăн пек акцисен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса каланă Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров.

«Кун пек акцисем пире пĕр чăмăра пухма, пĕрле пулма витĕм кӳреҫҫĕ. Тăван Ҫĕршывăмăрăн Аслă  вăрҫи вăхăтĕнчи тумхахлă ҫулĕсем пирки асра тытма, мирлĕ пурнăҫ парнелесе хăварнă паттăрсене чыс тума май парать.  Пирĕн халăхăмăрăн паттăрлăхĕ ĕмĕр асра. Аслă Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе сире пурне те саламлатăп!», – тенĕ вăл.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева сăмаха малалла тăснă май, кашни ҫемйере паттăрсем пуррине палăртнă. Тăван Ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пулнă паттăрсем чун-чĕремĕрсенче ĕмĕр упраннине каланă.    

«Пирĕн хамăрăн несĕлĕмĕрсене ĕмĕр асра тытмалла. Аслă ăру хăйсен пурнăҫне шеллемесĕр, пире мирлĕ пурнăҫ парса хăварассишĕн тăшмана хирĕҫ ҫапăҫнă, пире ырă пурнăҫ туса панă. Паян вĕсене пула эпир ҫакăн пек хавхаланса пурăнатпăр», – тесе каланă вăл.    

Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов,  «Справедливая Россия - патриоты - за правду!» Политика партийĕн региолнти уйрăмĕн Председателĕн ҫумĕ – Федор Степанов, «Коммунистическая партия Российской Федерации» Политика партийĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫин ҫумĕ Алексей Шурчанов, «Российская партия пенсионеров «За социальную справедливость» Политика партийĕн регионти уйрăмĕн  Николай Степанов,  «НОВЫЕ ЛЮДИ»  Политика партийĕн  Чăваш Енри уйрăмĕн секретарьĕ Ксения Семенова тата Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин, обществăлла организацисенче тăрăшакансем, Шупашкарта пурăнакансем, тĕп хулана курма килнĕ хăнасем  чылайăн хутшăннă.     



10 мая 2023
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter