«Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» халалланă митинг
Çу уйăхĕн 9-мӗшӗнче Куславкка тăрăхĕнчи Куснар патӗнче чылай çын пуçтарăнчĕ. Кунта кăçал Аслă Ҫӗнтерӳ кунĕ «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» халалланă астăвăм комплексĕнче пӗрремӗш хут иртрӗ.
Тыл ӗҫченӗсен, ҫав шутра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен вилĕмсĕр ĕçне сума суни, историллĕ аса илӗве пулас ӑрусемшӗн упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
– Питĕ пысăк уяв, Çĕнтерӳ кунĕ. 78 çул эпир çак уява сирĕнпе уявлатпăр. Паян пĕрремĕш хут эпир сирĕнпе çак уява çак вырăнта пуçлатпăр. Кунта эпир питĕ нумай тăрăшнипе пĕлтĕр яланах çунакан çулăма, тылра ĕçлекенсене халаллакан çулăма, эпир сирĕнпе çутма пултартăмăр.
Ĕмĕрлĕх çунакан çулăм умне нумай сумлă хăна килсе çитрĕç. Ăшă салам сăмахĕсемпе пĕрле Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗнчен тав çырăвне тата сехет илме тивĕçрĕ Равиль Валиуллин Ĕҫ ветеранĕ. Унтан паттăрсене халалланă мемориалта пурте пĕрле чечексем хучӗҫ. Аса илтеретпӗр, тыл ӗҫченӗсене халалланă «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» палăка иртнӗ ҫул уҫнӑ. Кун пекки Раççейре урăх çук.