Регионта юлашки виҫĕ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнă
Çĕмĕрле округĕнчи Турханта В.Н. Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕнче паян урамри спорт лаптăкне хута янă. Футболла вылямалли ятарлă спорт уйне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Палăртнă территоринче волейболла, баскетболла спортри ăсталăха ӳстерме условисем хатĕрлесе панă. Пĕр сăмахпа каласан, спорта кăмăл тăвакансене валли кĕлетке-ҫурăма хускатма анчах мар, ятарлă ăмăртусене ирттерме те меллĕ. Кун пирки ҫирĕппĕнех каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллă пулăма пухăннисене саламланă май.
«Юлашки виҫĕ ҫулта пĕтĕмпе регионта футболла выляма май паракан 14 уй уҫнă. Стадионсене пĕтĕмпех ятарлă стандартсене пăхăнса хатĕрлесе ҫитернĕ. Палăртма кăмăллă, республикăра спорта юратакансене валли хăтлă условисем кулленех йĕркеленсе пыраҫҫĕ. Спорт объекчĕсем ҫĕкленеҫҫĕ, ҫĕнĕрен хута кайнисен шучĕ 40 ҫитнĕ. Кăҫал пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, планпа килĕшӳллĕн пурĕ ҫĕнĕ 50 объект пулĕ», – тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Каламасăрах паллă, условисем чаплă, халăх та ҫирĕплетсех калать. Спорта юратакансем хапăл тусах спорт учрежденийĕсене ҫӳреҫҫĕ.
Халĕ Турханти спорт шкулĕ çумĕнче футболла вылямалли уй, тавралла чупмалли сукмаксем пур, вĕсене резина кавир сарнă. Юнашарах спорт тренажерĕсем, волейболла тата баскетболла вылямалли лаптăксем тунă.
2023 ҫулта тепĕр ҫĕнĕ уй, футболла вылямалли ятарлă тӳрем Каҫал ен тăрăхĕнче пулать. Ку муниципалитет округĕнче пурăнакансем ăна чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ.
Стадиона уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Турханти Олимп чемпионĕ Валерий Ярды ячĕпе хисепленсе тăракан спорт шкулĕн директорне Алина Васильевăна хаваслă лару-тăрура объектăн уҫҫине парса чысланă. Кунсăр пуҫне 600 пин тенкĕлĕх сертификата панă. Футбол уйне кулленех тирпейлесе тăма ҫĕнĕ техника пулăшĕ. Кунсăр пуҫне ытти спорт хатĕрĕсене туянма та укҫа-тенкĕне тăкаклĕҫ. Ҫапа тума сертификат май парĕ.
ГТО комплексне пурнăҫласа ылттăн паллăна тивĕҫнисене паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чысланă, спортра пысăк кăтартупа палăрнăшăн ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх тесе каланă.
«Чăваш Республикин Правительстви кашни муниципалитет округĕнче пĕрер ҫĕнĕ объект хута яма плана кĕртнĕ. Паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан спорт объекчĕ вырăнти халăхшăн питех те усăллă пулассине пĕлсех тăратпăр. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырсан, сывлăх та ҫирĕп пулĕ, пуласлăхра ҫитĕнӳсем тума та аван, йывăрлăха парăнтарма та меллĕ. Чылай муниципалитет округĕнче спорт учрежденийĕсене хута янă. Ҫĕнĕ уйсенче спорт ăмăртăвĕсене ирттерме аван », – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Чăваш Республикин Спорт министерствипе ял хуҫалăх предприятийĕсенче тăрăшакансене пĕрле ăмăртусене йĕркелесе пыма чĕнсе каланă Пуҫлăх.
Кун евĕр ҫĕнĕ пуҫарусем пысăк кăтартусем патне ăнтăлма пулăшĕҫ. «Ял спорт ăмăртăвĕсенче эпир ҫулсеренех пысăк кăтартусемпе палăрса пыратпăр, ҫĕршыв шайĕнче ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ. Малтисен ретĕнче яланах пулмалла. Ку пирĕншĕн норма пулса тăрсан та аван. Ҫакăн пек тĕллеве эпир лартнă», – тесе хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Паллă пулăмра Ҫĕмĕрле муниципалитет округĕн спорт командисен парачĕ иртнĕ. Палăртма кăмăллă, вырăнти халăх кунта велосипеда хапăл тусах йышăнать. Ку ăмăртăва вĕсем ҫулсерен вăйлатса аталантарса пыраҫҫĕ. Футбол, волейбол, ҫăмăл атлетика, кĕрешӳ, спорт аэробикине те вĕсем кăмăл тукни куҫ кĕретех. Спортри ăсталăха аталантарса пыма ҫителĕклĕ условисем пур вĕсен.
Мероприяти ҫăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ ăмăртупа вĕҫленнĕ. Ҫĕнĕ уйра вара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пуҫласа мечĕке тапса футболла вылякансене старт панă.
Паянхи чаплă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров, Ҫĕмĕрле муниципалитет округĕн пуҫлăхĕ Лев Рафинов, спорт ветеранĕсем, вырăнти халăх пуҫтарăннă. Мероприяти пурин кăмăлне те тултарнă, вырăнти халăх ҫакăн пек чаплă объект туса панăшăн республика Правительствине мухтаса тав сăмахĕсем каланă.