Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче тăлăхсене хваттерсемпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕ 1,5 хут ӳснĕ

Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче тăлăхсене хваттерсемпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕ 1,5 хут ӳснĕ

2017 – 2019-мĕш  ҫулсенче пурĕ те 542 пурăнмалли хваттер хута янă пулсан, 2020 – 2022-мĕш ҫулсенче кăтарту чылай ӳснĕ, вăл 840 танлашнă.   

Кун пирки хыпара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тăлăха юлнă 89 ҫамрăка ҫĕнĕ хваттер уҫҫисене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă вăхăтра пĕлтернĕ.  

Ҫамрăксене Шупашкар хулинчи «Солнечный» микрорайонта ҫĕнĕ ҫуртра хваттерсемпе тивĕҫтернĕ.

Палăртса хăвармалла, пурăнмалли ҫурт-йĕре паянхи пурнăҫ таппине шута илсе  хута янă. Пурăнма кунта ҫителĕклĕ услови, кулленех пурнăҫра усă курмалли хатĕрсем те ҫук мар: сантехника, электричество плиткисем пур.  Хĕллехи тапхăрта ҫурта хăй тĕллĕн хутса ăшăтса тăрĕҫ.

Пуласлăхри тĕллевсем пысăк. Ҫитес тапхăрпа микрорайона ҫĕнĕ шкул туса лартма плана кĕртнĕ.  Хулан хутлăхне хăтлăлатас программăна тĕпе хурса инфратытăма вăй илтересси паллă.  Хула строительствин планне туллин графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев юлашки ҫулсенче ҫурт-йĕр хăпартассипе строительствăра тăрăшакансен хăвăртлăхĕ курăмлăнах ӳссе пынине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.  Тăлăхсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каланă вăл, ку тĕлĕшпе планпа пăхса хăварнинчен ĕҫсем самай лайăх пулса пыраҫҫĕ тесе ҫирĕплетнĕ.  

«Чăваш Республикин Прокуратурипе пĕрле тачă ҫыхăнса ĕҫленĕ юлашки ҫулсенче. Саккунсен базине тӳрлетӳсем кĕртме май килнĕ.  Ашшĕ-амăшĕ хӳттисĕр тăрса юлнисене хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес тесе ҫителĕклĕ улшăнусем кĕртнĕ.  Ҫурт-йĕр  сертификатне илме те ĕҫ хучĕсен йĕркисенче ҫĕнĕлĕхсем пур.  Строительство пайĕнче вăй хуракансемпе тухăҫлăха ӳстернĕ.   Тăлăха юлнисене валли стандартсене пăхăнса хваттерсенче хăтлă условисем туса пама тăрăшнă», – тесе пĕлтернĕ  вăл.  

2023 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе черетре тăракан 2 039 тăлăх ачана, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнисене хваттерсемпе тивĕҫтерме тĕллев лартнă. 

2021-2022-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 595  пурăнмалли хваттер туяннă. Вĕсем пĕтĕмпех тăлăхсене валли пулнă. 2023 ҫулта хваттерсемпе  тăлăха юлнă 315 ачана тивĕҫтерме плана кĕртнĕ тата тепĕр 65-шĕ ҫурт-йĕр туянмалли сертификата тивĕҫĕҫ.  Палăртма кăмăллă, вĕсенчен 18-шĕ паянхи кун тĕлне хваттерлĕ  пулма та ĕлкĕрнĕ.  

Тăлăхсене ҫурт-йĕрпе вăхăтра тулли тивĕҫтерсе пыма патшалăх енчен чылай тĕрев куҫать. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин гранчĕпе усă курни, экономика ӳсĕмĕ пысăк пулни ҫурт-йĕрсем хăпартас ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстерме витĕм кӳнине тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тăлăха юлнисене ӳлĕмрен те патшалăх енчен пысăк пулăшу пуласса каланă, аслă шкулсене вĕренме кĕрес тесен, е тата пуласлăхра ĕҫе вырнаҫас тесен, май пур таран пулăшу пама Чăваш Ен Правительстви яланах хатĕррине хыпарланă.  «Тракторсем  тăвкан завода кулленех паха тарăн пĕлӳллĕ пысăк профессионалсем кирлĕ. Ҫитес вăхăтра вĕсем 300 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме проекта пурнăҫа кĕртме хатĕрленеҫҫĕ», – тесе ырă хыпара пĕлтернĕ  Шупашкар хула администрацийĕн  пуҫлăхĕ Денис Спирин.     



11 мая 2023
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter