89 тăлăха хваттерпе тивĕçтерчĕç

Кĕтнĕ уяв. Чăваш Енре ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă 89 тăлăха хваттерпе тивĕçтерчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ – пурăнмалли кĕтесе темиçе çул кĕтнĕ. Тĕрĕслĕхе шыраса хăшĕ-пĕрин суда çитме те тивнĕ. Çĕнĕ хваттерсен пахалăхне тăлăха юлнă çамрăксемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хакларĕ.

Шупашкар хулинчи Хĕвеллĕ бульварти 40-мĕш çурт ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă 89 тăлăхăн чи юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Хăтлă та çутă хваттер çинчен вĕсенчен кашниех ĕмĕтленнĕ. Ксения Яковлева, сăмахран, саккун йĕркипе паракан пурăнмалли кĕтесе тивĕçес тесе суда та çитнĕ.

КСЕНИЯ ЯКОВЛЕВА: «Черетре эпĕ 10 çул ытла. Малтан эпĕ Патăрьел районĕнче черетре тăтăм, кайран, вĕренме куçсан черете Шупашкара тăма шутларăм, мĕншĕн тесен кунтах пурăнатăп, кунтах ĕçлетĕп. Савăннă питĕ хваттер панипе, тинех кĕтсе илтĕмĕр темелле. Нумай кĕтрĕм, нумай тăрăшрăм».

Тара илсе тăнă хваттертен харпăр хăйсен кĕтесне пурăнма куçасси – пысăк телей. Çĕнĕ вырăнта меллĕ пултăр тесе тăлăх çамрăксене тивĕçлĕ майсем туса пама тăрăшнă: сантехника тата электричество плити вырнаçтарнă, юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Çитес вăхăтра çурт çывăхĕнче пĕлӳ çурчĕпе ытти кирлĕ объект та çĕкленмелле. Кăçал республикăра тăлăха юлнă 2039 ачана пурăнмалли кĕтесе тивĕçес тесе черетре тăрать, вĕсенчен 1488-шне халех çурт-йĕрпе тивĕçтермелле.

– Çак самант нумай çул хушши тĕрлĕ пăтăрмах пулнине кура пухăнса кайнă. Çавăнпа та юлашки çулсенче эпир чăн малтанах строительсемпе питĕ нумай ĕç туса ирттертĕмĕр çакăн пек çынсене тивĕçтермелли юрăхлă хваттерсем пулччăр тесе. Пĕлтĕр 305 пулнă пулсан, кăçал 315 хваттертен кая мар эпир тивĕçтересшĕн. Çак хисеп ӳсме те пулатрать. Чăваш Енри тăлăх ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 2023-мĕш çулта 659 миллион тенкĕ укçа уйăрнă, вĕсенчен 71-миллион тенкĕ субсиди – федераци хысничен. Кăçал тата 65 çын çурт-йĕр сертфикачĕпе усă курса хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарĕç. 



НТРК
12 мая 2023
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter