Чӑваш Енри кашни муниципалитетра ҫулталӑк вӗҫлениччен «Ырлӑх. Центрсем» уҫăлĕҫ

Чӑваш Енри кашни муниципалитетра ҫулталӑк вӗҫлениччен «Ырлӑх. Центрсем» уҫăлĕҫ

 «Ҫакнашкал пĕремĕш центр пĕлтĕр регионта уҫăлчĕ.  Унăн ĕҫне «Добро.Центр» тата Стратегиллě пуçарусен агенстви  пысăка хурса хакларĕ»,  – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Ырă ĕҫ тăвакнсен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канашăн ларăвĕнче.

Пирĕн республикăра волонтерсен юхăмĕ студентсен çеç мар, шкулта вĕренекенсен хушшинче те аталанса, вăй илсе пырать. Волонтерсем пирĕн обществăн тата республикăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.

  «Добро.Центр»  – ырă ĕҫ тăвкансене пĕр чăмăра пухăнса канашлама май парать, граждансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрет.  Кунта ҫӳрекенсенчен кашни ырă ĕҫ тума васкать.  Пĕр-пĕринпе курса калаҫма, паха ĕҫ опычĕпе те паллашма май пур. Пĕр пек шухăшлакансен, экспертсен социаллă пĕлтерĕшлĕ пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме те аван.  Вăл центăрта тăрăшакансем  ҫынна ырă ĕҫ тума вĕренсе пыраҫҫĕ.

Республика Пуҫлăхĕ регионта волонтер пулма кăмăл тăвакансен йышĕ кулленех ӳссе пынине палăртнă.  2019-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, кăтарту 20 пин таран ӳснĕ, вăл халĕ 68 пине ҫитнĕ. Апла пулсан, регионта ырă ĕҫ тăвакансен йышĕ нумайланса пыни куҫ кĕретех.  Волонтерсен юхăмĕсенче тăрăшакансем республика,  ҫĕршыв шайĕнче пулакан мероприятисене витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ.  Вĕсем тăтăшах социаллă пĕлтерĕшлĕ акцисем ирттереҫҫĕ, чылай проексем хатĕрлесе, вĕсене пурнăҫа кĕртме тăрăшаҫҫĕ.      

Канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ ултă проекта тарăн тишкерӳ тунă.  Палăртса хăваратпăр, вĕсем Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнса, регион чысне хӳтĕлĕҫ.  Проектсем, экологипе, хăрушсăрлăхпа, ырă ĕҫсемпе, ачасен юмахĕсемпе, наставник ăнлавсемпе ҫыхăнса тăраҫҫĕ. Палăртнă темăсене проектсенче тарăн уҫăмлатнă.  Кун пирки çамрăксен ĕçĕсен федераллă агенстви те пĕрре мар ҫирĕплетет. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ палăртнă проектсене пулăшу пама хатĕррине хыпарланă.  «Проектсем социаллă пĕлтерĕшлĕ.  Тепĕр тесен, вĕсенчен кашни питĕ кăсăклă пулса тухнă.  Чи кирли   вĕсене малалла аталантарса вăй илтерсе пырасси»,  – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май, ҫĕнĕ проектсемпе халăха тĕплĕн паллаштарма, вĕсен пĕлтерĕшĕ ҫинчен ăнлантарса пама  чĕнсе каланă.

«Ырă ĕҫ  пурнăҫла» регионти  волонтерсен  юхăмне аталантарас тĕлĕшпе регион шайĕнчи практикăна тĕпе хурса Улатăрта тата Тăвай тăрăхĕнче центрсем хута яма  плана кĕртнĕ.   Асăннă муниципалитет округĕсенче условисем ҫителĕклĕ.  Волонтерсене хатĕрлеме вĕренӳ курсĕсене йĕркелĕҫ, проектсене хатĕрлеме  витĕм кӳрĕҫ.  Квалификаци пĕлĕвне ӳстерсе пынă май, йĕркелӳҫĕсем пулма та вĕрентĕҫ.  Волонтерсен организацийĕсене тивĕҫлĕ шайра тытса пыма  пулăшса пырĕҫ.  

Ҫĕнĕ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центрта «Ҫул ҫитмен ҫамрӑксен хутшӑнмалли территори» центрĕ ĕҫлет. Вӑл ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ĕҫĕ-хĕлĕпе, шухӑш-кӑмӑлне аталантарса пыма май парать. Ҫамрӑксен командӑпа ĕҫлеме вĕренмелле. Кун пек центрсем малашне те уҫӑлччăр.

«Эсĕ хăрушсăрлăхра» ятлă проект тата шыв йăнăша каҫармасть текен социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕҫ  шывпа ҫыхăннă инкексенчен пăрăнма вĕрентĕ. Кунта шăпах та, пысăк профессионалсем хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе кирлĕ пек  методикăсемпе паллаштарĕҫ, вĕсемпе кулленхи пурнăҫра усă курса пыма вĕрентĕҫ.  Пĕтĕм Раҫҫей ҫăлавҫисен обществинче вăй хуракансем пушар хăрушлăхĕсем ҫинчен тĕплĕн ăнлантарса парĕҫ,  шыв пур вырăнсене тухса рейдсем ирттерĕҫ,  экологи ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăрма вĕрентĕҫ.  Халăх кану кунĕсенче пулла ҫӳреме юратать. Апла пулсан, пулăҫăсеме профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерес ыйту ҫивĕҫ тăрать.  Шыв пирки сăмах пуҫарнă май, кунта ытларах чухне ачасемпе инкексем пулса тухаҫҫĕ. Шăпăрлансем патне те пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшмалла.

«Кашниех ҫăлма пултарайрать» ятлă проекта пурнăҫа кĕртнĕ май, ҫынсене пĕррмĕш пулăшу пама  вĕрентĕҫ.  Паллă, ку проектра ытларах медик-волонтерсем  тăрăшĕҫ.

«Юмахсем.ru» текен проект вырăс халăх юмахĕсемпе спектакльсем лартса ачасем патне кăларăмсене илсе ҫитерме пулăшĕ.  Сценарине, кĕпе-тумтире Ҫĕнĕ Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан центăрта тăрăшакансем хатĕрлĕҫ.

«ТОП наставник» ятлă проект вара ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансен ҫемйисенче ҫитĕнекен ачасене е тата  йывăр лару-тăруран ирĕксĕр куҫса килнĕ ҫынсене кăмăл-туйăм енчен, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма пулăшĕ.  Пирĕн тăрăха килнисене пĕрлехи социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнтарасси, предприятисемпе техникумсене экскурсине илсе тухасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ.

«Добро.Центр – точка роста» текен проектпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе ҫамрăксемпе ĕҫлекен агенстви пĕрлехи ĕҫе пурнăҫласа пырать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн коворкинг-центрӗ ĕҫлет.  Ку проекта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ырланă.  2022 ҫулта Аслă шкулсем хушшинчи ҫамрăксем хатĕрленĕ проектсенчен чи лайăххи ята тивĕҫнĕ.  Паллă , проектпа килĕшӳллĕн, квалификациллĕ волонтерсене хатĕрлеме пулăшаҫҫĕ.  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ҫамрăксен политикине тытса пырассипе ĕҫлекен управленийĕн пуҫлăхĕ Ольга Семенова хăйĕн сăмахĕнче центр ырă ĕҫ тăвакансене пĕр чăмăра пухăнма, паха проектсене пурнăҫлама витĕм кӳнине пĕлтернĕ.  Кирек-епле организацире те ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă вăл.   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ырă пуҫарăва республикăри кашни муниципалитет округĕнче йĕркелесе яма чĕнсе каланă, ырă пуҫарăва 2023 ҫул вĕҫленнĕ тĕле тĕпрен вĕҫне-хĕрне ҫитерме хушнă.  Енчен те кашни муниципалитет округĕнче ҫакăн пек центрсем йĕркеленсе кайсан тата та ытларах ырă ĕҫ тăвас текенсен йышĕ ӳсме пултарассине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрнă май. «Раҫҫей студотрячӗсем» общество пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пархатарлӑ пуҫарусемпе ҫитӗнекен ӑрӑва ӗҫе явӑҫтарни паха пулнине те каланă вăл.

Студотряд ҫамрӑксене пилӗк авма хӑнӑхтарнисӗр пуҫне  патриотизм туйӑмне аталантарма пулӑшать. Хальхи лару-тӑрура ку пушшех те пӗлтерӗшлӗ. Хастарсем ҫӗршывӑн лӑпкӑ мар вырӑнӗсене те пулӑшупа ҫитсе килме яланах хатĕр.

«Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – сирĕн паха ĕҫ опытне анлăрах сарасси.  Енчен те вăл центрсене ҫӳрес текенсен йышĕ ӳссе пырать пулсан, ҫитĕнекен ăру тĕрĕс ҫул-йĕрпе пынине те ҫимрĕплетет пулĕ ҫакă», – тенĕ вăл. 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ социаллă уполномоченнăй ĕҫне те пуҫарса яма йышăнассине хыпарланă,  уполномоченнăй пуҫаруллă ҫынсемпе ĕҫлессине, вĕсене пулăшу парассине асăннă.  «Добро.Центр» опычĕ Олег Николаевăн шухăшĕпе муниципалитетсен  тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсен Советникĕсене те витĕм кӳресси паллă. «Цифра технологийĕсене тĕпе хурса хăш-пĕр ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшăпăр.  Ĕҫсем лайăх йĕркеленсе кайсан,  чылай ыйтăва уҫăмлатас ĕҫе вĕсене те явăҫтарма пуҫлăпăр», – тесе ырă шухăша каланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов «Смартек» платформăна чи лайăх проектсене тăратма сĕннĕ.  Енчен те кун пек ĕҫе пуҫарса ярсан, вĕсемпе паллашма кăмăл тăвакансен йышĕ те туххăмрах ӳссе кайма пултарассине асăннă вăл сăмаха ҫавăрнă май.    Проектсем çамрăксене патриотизм тата кăмăл-сипетпе ăс-хакăл енĕпе воспитани парассине пысăк витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ вăл.

 



12 мая 2023
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter