Хыснари укçапа тухăçлă ĕçлеççĕ
Республикăн пĕрлештернĕ хысни кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 25 миллиард ытла тенкĕпе тулнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку – нумайрах. Малтанхи çулпа танлаштарсан тăкакланасси те пысăкрах. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хускатрĕç.
Хыснари укçа-тенкĕпе лайăх ĕçлени кăçал пуш уйăхĕнче бюджета пăхса тухнă чухне тĕп виçене пысăклатнипе тата налук тупăшĕ çак тапхăрта тан мар кĕнипе çыхăннă. Пухăннă укçана тăкакласси те лайăх пурнăçланать. Республикăри адреслă инвестици программипе ĕçлеме 2 миллиард тенкĕ ытла янă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 11 хут ытларах. Шупашкарти «Университетский» микрорайонта тата Канаш тăрăхĕнчи Янкăлчра шкулсем çĕклеççĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта конькипе ярăнма витнĕ каток хăпартаççĕ. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски муниципаллă округĕсенче шыв ыйтăвне татасшăн. Улатăрта вара икĕ газ котельнăйĕпе тимлеççĕ. Куславкка тăрăхĕнче Илепар ялĕнче культура çурчĕ çĕкленет. Çĕрпӳсем кĕçех культура аталанăвĕн центрĕпе савăнмалла. Элĕкри ача-пăча ӳнер шкулне çĕнетеççĕ. Ларура тумалли ĕçсемпе вăхăтлă килĕшӳ туни те çак кăтартăва лайăхлатни пирки калаçрĕç. Сăмахран, пĕлтĕр ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнин 13 проценчĕпе çеç килĕшӳ тунă пулсан, кăçал çак тапхăрти кăтарту 41 процентпа танлашать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патшалăх программипе пурнăçланакан проектсенчен перекетленнĕ укçана та ĕçе кĕртмелле пирки каларĕ.