Çĕнĕ проект пуçарнă
Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсемпе эпир мухтанатпăр. Вĕсем пуçаруллă, хастар, лартнă тĕллеве пурнăçлаççĕ. Çапла хаклаççĕ пирĕн чăваш салтакĕсене командрисем. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей журналисчĕ Владимир Соловьев ирттернĕ тӳрĕ эфирта каларĕ. Ун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.
Владимир Рудольфович та Донбассра пулнă май чăваш салтакĕсене мухтанине пĕрре мар илтнине палăртрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисене республика тĕрлĕ тĕревпе пулăшать. Халĕ Чăваш Енре çĕнĕ проект пурнăçланать. Салтаксен амăшĕсемшĕн тата мăшăрĕсемшĕн вăл питĕ кăсăклă. Вĕсемпе кинофильмсем, спектакльсем кураççĕ, вĕсен пăшăрханăвне сӳтсе яваççĕ. «Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисем пĕччен мар», – терĕ республика ертӳçи.