Чӑваш Ен Халӑх фрончӗпе пӗрле «Пӗтӗмпех – Ҫӗнтерӳ валли!» проекта пурнӑҫлама хатӗр

Чӑваш Ен Халӑх фрончӗпе пӗрле «Пӗтӗмпех  – Ҫӗнтерӳ валли!» проекта пурнӑҫлама хатӗр

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Халăх фрончĕ» исполкомĕн ертӳҫипе Михаил Кузнецовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра каланă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче вĕсем ҫар ҫыннисене республика енчен титвĕҫтерекен пулăшусем пирки сӳтсе явнă, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене тăтăшах патшалăх тĕрлĕ пулăшусем панине асăннă, уйрăмах вĕсен ҫемйисене пысăк тимлĕх уйăрнине  каланă.

«Нацизма хирĕҫ кĕрешессипе Чăваш Енре пурăнакансем пĕрле пĕр чăмăра пухăнса ăна парăнтарассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.   Пирĕнтен кашни ырă ĕҫ тăвассишĕн ĕҫлет.  Тăшмана хирĕҫ кĕрешекенсене пирĕн ентешсем,  алсиш-нуски, тĕрлĕ ҫуртасем ăсталаса  параҫҫĕ. Кун пек тĕрев паттăрсен вăй-хăватне вăйлатма пулăшать, вĕсен кăмăл-туйăмне лайăхлатма витĕм кӳрет.  Эпир пĕлетпĕр Ҫĕнтерӳ пирĕн енче пулассине, мирĕ пурнăҫ ҫывхарасса та туятпăр»,  тесе каланă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

Ятарлă ҫар операцийĕсем пуҫланнăранпа пирĕн республикăран пĕтĕмпе 500 тонна гуманитари пулăшăвне ăсатнă.  Тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем  ырă кăмăлпа пулăшу параҫҫĕ.  Чăваш Енри «Пĕрле» ырă кăмăллăх  фондне пурĕ 15 млн тенкĕ пуҫтарăннă, вĕсене ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене валли тăкаклама тĕллев лартнă.  Палăртма кăмăллă, салтаксем патне ăшă саламсем яракансем те чылай, вĕсем кулленех  салтаксене хăйсем чăтăмсăррăн кĕтни пирки ҫырусенче пĕлтереҫҫĕ, ҫĕнтерӳпе каялла таврăнассине ĕненнине ҫирĕплетеҫҫĕ.

Халăх фрончĕн хастарĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли кирлĕ япаласем пухса ăсатаççĕ. Укçа-тенке «Пĕтĕмпех  Çĕнтерӳ валли» проектпа килĕшӳллĕн пуçтараççĕ.

«Пĕтĕмпех  Ҫĕнтерӳ валли» Халăх фрончĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн, ака уйăхĕнче Чăваш Енрен квадроциклсен платформине ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансем патне ăсатнă: тĕрлĕ машинăсем, саппас пайсем, кустăрмасем, кăмакасем «буржуйкăсем» çинче апат пĕçерме, тумтире типĕтме, ун тавра ларса ăшăнма май параканнисене,  урапа-прицепсем, хăватлă генераторсем, жилетсем, çирĕп перчеткесем, эмелсем тата ыттине те.  Гуманитари пулăшăвĕ йышĕнче салтаксен кăмăлне хăпартмалли япаласем те пур: чей, канфет, пыл, вĕсен чунне ăшăтаканнисем вара   ачасен çырăвĕсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев  малашне те пулăшу пама, Халăх фрончĕн проектне пурнăҫа кĕртме хастар хутшăнасса пĕлтернĕ.  Халăх фрончĕн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Вĕсем указсене пурнăҫа кĕртес ыйтăва, ҫĕршыв пуҫлăхĕ панă хушусемпе епле ĕҫленине  тĕрĕслевре тытаҫҫĕ, наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пулса пыракан объектсене тăтăшах тухса тĕрĕслеҫҫĕ, халăха хумхантаракан ыйтусене татса парассинче пысăк  витĕм кӳреҫҫĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă регион Пуҫлăхă Олег Николаев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.                

 



15 мая 2023
11:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter