«Симĕс ылтăн» çитĕнтереççĕ

Чăваш Ен «симĕс ылтăн» ӳстерессипе çĕршыв шайĕнче чи сумлă регионсенчен пĕри пулнă. Халĕ республика çак чапа каялла тавăрасшăн, ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет.

Хăмла компетенцийĕн центрне хута яма, çĕнĕ сортсене кăларса хатĕрлеме, «симĕс ылтăна» пухса хатĕрлемелли техника тума палăртнă республикăра.

Чăваш Енри ултă тăрăхра паян «симĕс ылтăнпа» ĕçлеççĕ. Хальлĕхе 122 гектар çинче хăмлан тĕп тымарĕсене каснă. Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпӳ, Вăрмар, Вăрнар тăрăхĕсенче 74 гектар çинче хăмла çакнă. Манăн ĕçтешсем Шупашкар тăрăхне çитсе курса ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашрĕç.



15 мая 2023
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter