Инвестици программи пулăшнипе пурнăç лайăхланать
Коммуналлă хуçалăхсен тарифĕсем пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчен ӳснĕ. Чăваш Республикин конкурентлă политики тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова Йĕпреç тăрăхне çитсе курчĕ. Тарифсене пăхса хăварнă хаксем мĕншĕн ӳснине çынсене ăнлантарса пачĕ. Унсăр пуçне коммуналлă хăтлăхсемпе халăха тивĕçтерекен предприятисен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслерĕ.
Хальхи йышши технологисемпе туслă «Энергия» çутăпа тивĕçтерекен пĕрлешӳре. Çĕнĕ хурансен усăллă ĕç кăтартăвĕ пысăк. Пĕлтĕр кунта пачах урăххисем, киввисем пулнă. Йĕпреçри 31 нумай хваттерлĕ çурта ăшăтса тăраççĕ. Çавăн пекех юнашарах вырнаçнă иккĕмĕш шкула та.
ИГОРЬ СЕМЕНОВ: «Йĕпреç поселокĕнче пирĕн муниципаллă предприяти ăшă парассипе ĕçлет. Çавăнпа та эпир Йĕпреç микрорайонĕнче 1 котельнăй ĕçленĕ пулсан 3 модельный котельнăй ĕçлет. 1-мĕшĕ – яланах халăхшăн ăшăпа тивĕçтересси. Квартирта ăшă пулмалла. Кивĕ котельнăйпа ăшă çитеймен пулсан паянхи кун эпир котельнăй ылмаштарнипе квартирсенче ăшăрах пулма пуçларĕ.
Шыв ăшăтакан хурансене те кирлĕ пек вăйлатма е пусăмне чакарма пулать. Пĕрне хускатма е харăсах иккĕшне ĕçлеттерме май пур. Тулашри температурăна шута илсе ĕçлеççĕ вĕсем. Хурансене çулталăк маларах вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле ĕçсене пурнăçлама 7 миллион тенкĕ ытла кирлĕ пулнă.
ПЕТР ПАВЛОВ: «Котелсем килĕшеççĕ. Обслуживанинче те лайăх.
Ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсене улăштарма та май тупнă йĕпреçсем. Вĕсене çĕнĕ йыши пенополиуретанран хатĕрленĕ, цинкпа çиелтен витнĕ. Ку вĕсен тухăçлăхне 7 çултан 40 çул таран ӳстернĕ.
ИГОРЬ СЕМЕНОВ: «Поселокра инвестпрограмма ĕçлет. Пирĕн тата кăçал 1 котельнăйне модернизировать тăватпăр. 2024-мĕш çулта ĕçсене пĕтермелле. Тарифĕ ĕнтĕ вăл Йĕпреç поселокĕнче кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпе Правительство шайĕнче çирĕплетнĕ. Цифрăсене пула çав тарифсем ӳсеççĕ.
Чăваш Республикин конкурентлă политики тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова «ăслă счетчиксен» ĕç-хĕлне те тимлерĕ. Пĕлтĕр инвестици программисем валли республикăра миллиард та 300 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Çав шутра 148 миллион тенкĕ – ăшăпа, электричество хăтлăхĕпе тивĕçтерме – 868 миллион тенкĕ. Йĕпреçсем 2024-мĕш çулччен инвестици программипе килĕшӳллĕн тепĕр 2 котельнăйне çĕнетесшĕн.