Ача-пӑчасене сиплеме май паракан корпус Федерацин Атăлҫи округĕнче Чăваш Енре пӗрремӗш пулма пултарать

Ача-пӑчасене сиплеме май паракан корпус Федерацин Атăлҫи округĕнче Чăваш Енре пӗрремӗш пулма пултарать

Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин Г.И. Турнер ячĕллĕ Ача-пăча ортопедийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕпе Сергей Виссарионовпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем Атăлҫи федераци округĕнче ача-пăчасен ортопеди чир-чĕрне сыватма май паракан корпусăн строительство ĕҫне пуҫарасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Вăл объектра каярах ачасене сыватнă хыҫҫăн, вăрах вăхăт хушши реабилитаци тухма ятарлă уйрăм та тума плана кĕртесшĕн. Паллă, кун пек ҫĕнĕ объект Атăлҫи федераци округĕнче пуҫласа пулĕ.  Икĕ ен  Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕпе тачă ҫыхса ĕҫлесси пирки  канашланă, пуласлăхри тĕллевсене палăртнă.

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ кулленех пациентсене йышăнать. Хамăр республикăрисене çеç мар, çĕршывăн ытти регионĕсенчен пациентсем кунта килеççĕ. Центр тухтăрĕсем çынсене операци туса сыватса хăвараҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕпе ачасене социаллă хӳтлĕхпе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен реабилитаци центрĕ пĕрлехи ĕҫсен планне пăхса тухсан, пурнăҫа кĕртсен аван пулассине асăннă.  Вĕсен иккĕшĕн те пĕр-пĕриншĕн усăллă пулмаллине, май пур таран пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемеллине палăртнă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май. «Каламасăрах паллă, ачасене валли ятарлă корпус хута ярсан питĕ тĕрĕс пулать, тухăҫлăх пуласса та шанатпăр», – тесе каланă Олег Николаев.

Сиплев учрежденийĕн çитĕнĕвĕ хальхи вăхăтри оборудованипе тулăххипе кăна мар, центра ăнăçлă ертсе пынипе, ĕç коллективĕн професси шайĕ пысăккипе, унăн пĕр шухăшлăхĕпе яваплăхĕпе тӳрремĕнех çыхăнса тăнине те асăннă вăл.   

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем наукăпа тĕпчев ĕҫĕнче ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пымалли пирки чарăнса  тăнă.

«Паянхи лару-тăру малашнехи ҫул-йĕрсен аталанăвне витĕм кӳрĕ.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ компетенцисем, технологисем вăй илсе пыраҫҫĕ.  Федераци центрĕпе пĕрле пысăк технологисене тĕпе хурса ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлеме тытăнасси те паллă.  Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех ĕҫсем пулса пырсан, ӳлĕмрен хăш-пĕр уйрăм чирсене туххăмрах парăнтарма, пысăк медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме условисем те йĕркеленĕҫ», – тенĕ Олег Николаев.  

Чăваш Ен Правительстви пĕрлехи проектсемпе, наукăпа тĕпчев ĕҫĕсенче ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртме, ҫав вăхăтрах медицина туризмне те аталантарса пыма хатĕррине пĕлтернĕ.  Сăмах май, Чăваш Енре пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси курăмлă пулса пынине асăннă, халăха валли те хăтлă условисем медицина учрежденийĕсенче йĕркеленсе пынине каланă. «Чи пĕлтерĕшли – ҫын.  Халăхăн пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне кăна тивĕҫмелле мар, медицина пайĕнчи туризма та пĕлсен аван», – тенĕ вăл.

 Ҫурăм шăммине амантнă ачасене тухтăрсем туххăмрах пулăшупа тивĕҫтереҫҫĕ.   Çавнашкал пациентсене вăхăтра пулăшни, операци туни,  уйрăмах тин ҫеҫ ҫуралнă ачасен, пурнăçне лайăхлатма май парать. Медицина туризмне аталантармалли пирки  ҫĕршыв Ерӳҫи те калать – пирĕн çакнашкал Центр пурри регион илĕртӳлĕхне ырă витĕм кӳни куçкĕрет. Тухăçлă ĕç вара хисепе кăна мар, пулăшăва та тивĕç. Вăл  республика Правительстви медучреждение пулăшса пырассине  асăннă. Пĕрлехи ĕҫсен тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – ачасене, тин ҫеҫ кун ҫути курнисене, енчен те вĕсем тӳрех ҫурăм шăммисен чирĕсемпе аптраҫҫĕ пулсан, ятарласа тӳрлетме май паракан пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтерме тĕллев лартаҫҫĕ.  Кун пек паха хатĕрсем тĕнчере урăх ниҫта та ҫук.  Тепĕр тесен, ют ҫĕршывсеннинчен чылай хакĕпе пĕчĕкрех пуласси те паллă. Аналог ҫук тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  «Пысăк технологиллĕ хатĕр, ачасен кĕлетке-ҫурăмне тӳрлетме пулăшĕ.   Чи йывăр чире парăнтарма пысăк технологи витĕм кӳрессе шансах тăратпăр», – тесе сăмаха малалла тăснă Сергей Вассарионов.     

Ку ҫĕнĕлĕхпе Чăваш Енри травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕнче усă кураҫҫĕ. Кун пирки те Шупашкарти Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн директорĕ Николай Николаев тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă.   Сиплев учрежденийĕнче 14 ҫул хушшинче 8 пин ытла ачана ҫак ҫĕнĕлĕхе тĕпе хурса сыватма май килнине хыпарланă.  Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕ пысăк пулнине вăл тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă. «Эпир вăтамран 120 пĕчĕк ачасене операци тăватпăр, вĕсен ҫурăмĕсене  тӳрлететпĕр.  Пулкалать тепре чухне, ачасем паралич чирĕпе аптраканнисем, вĕсене те комплекслă сиплетпĕр, тухăҫлăх пысăк», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.                      



17 мая 2023
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter