Аслисем ачасене
Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç-пуçпа пуян. «Аслисем ачасене» тата «Манăн çул çӳревсен кĕнеки». Ку ырă пуçарусем çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланаççĕ.
«Аслисем ачасене» акцине предприятисем, пĕрлешӳсем, депутатсем, волонтер отрячĕсем хутшăнма пултараççĕ. Вăл пур муниципалитетра та иртмелле. Халĕ муниципаллă округсенче проектсене сӳтсе яваççĕ. Вĕсене çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртĕç. Акцинче пуçтарнă укçапа ача-пăча вулавăшĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе, музыка тата театр кружокĕсене инстурментсемпе костюмсеме тивĕçтерĕç. Нухратпа пĕлӳ çурчĕн тавралахне хăтлăх кĕртме те, спорт лапамĕсене хута яма та пулать. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çуллахи çул çӳревсен программи ĕçлесе кайĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви палăртнă тăрăх, ачасене тăван тăрăха пĕлмелле. Çакна тума шăпах «Манăн çул çӳревсен кĕнеки» проект пулăшмалла. Ачасем республикăри тĕрлĕ вырăна çитсе хăйсен кăмăл-туйăмне çул дневникне çыраççĕ. Ку ĕçе сӳтсе явма сакăр пине яхăн вĕренекен хутшăннине те палăртмалла. Çитĕнекен ăру 38 объекта çитсе кураять. Ку йышра ял хуçалăхĕсем, проомышленность предприятийĕсем, сывлăх сыхлав, культура, вĕренӳ учрежеднисем. 20 ытла объекта çитсе курнисем чи хастар çул çӳрекенсем пулĕç. Вĕсене чыслĕç, паллă çынсемпе тĕл пулăва чĕнĕç.