Кăшăллă вирус чарăвĕсене пăрахăçланă

Кăшăллă чир алхасма пуçланăранпа Чăваш Енре 114 000 ытла çын чирленĕ. Вĕсенчен 13 600 ытларахăшĕ çул çитмен çамрăксем пулнине палăртмалла. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ Чăваш Енре лайăхланса пынине палăртрĕ республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.

Çĕнĕ кăшăл вирус инфекцийĕ 2020-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Енре анлă сарăлма пуçласан ăна чарас тĕллевпе ятарлă йĕрке йышăннăччĕ. Регион, çĕршыв, тĕнче шайĕнче вăл пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Тĕрлĕ спорт мероприятине, форумсене куçарма тивнĕ. Тĕрĕссипе ковид-19 пурне те килте хупса лартрĕ. Маскăпа, перчеткепе тата ытти сыхлăх шĕвекĕпе усă курма хистерĕ. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăру комитечĕ ирттернĕ канашлура Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн ертӳçине ковид-19-па çыхăннă чарусене пăрахăçлама ыйтнă. Тедрос Гебрейесус Женевăра çак сĕнĕве ырланине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах ку чир пирки пач манса каймаллине пĕлтермест тенĕ вăл. Çавна кура Чăваш Енĕн кăшăл чир сарăлассипе кĕрешен оперативлă штабра та регионти лару-тăрăва тимлĕ тишкерсе кăшăл чирпе çыхăннă чарусене пăрахăçлама йышăнчĕç. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 5 эрнере кăшăл чир çаклатнисен шучĕ – 100 000 çынран 12 çын çеç. Стационарта пулăшу илекенсем 22-ĕн. Çавăнпа та кăшăл чирпе аптăранă йывăр пациентсем валли халĕ республикипе 50 койка-вырăн çеç хăвараççĕ. Чăваш Енре кăшăл чиртен 614 пин çын сыхлăх шĕвекне шала яртарнă. Çавăн пекех çул çитменнисем те вакцина тутарнă, ун пеккисем 4 000 ача. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчен кăшăл чир сарăласран йышăннă чарусене пăрахăçлама юрать терĕ.

Çав вăхăтрах грипп тата ытти инфекцирен вăхăтлă сыхлăх шĕвекне ямалли пирки аса илтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн сывлăх министерствине малашне те çак чире тимлесе тăма хушрĕ. 



НТРК
17 мая 2023
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter