Сасăлав пырать-ха

Ăçта хăтлăрах пулмалла? Хăш вырăна илемлетмелле? Çакна ял-хулара пурăнакан хăй палăртать. Онлайн-сасăлав урлă. Интернет урлă сасăлава хутшăнайманнисене е тĕрлĕ сăлтава пула çак ĕçе пурнăçлайманнисене вара волонтерсем пулăшаççĕ. Чăваш Енре пур тăрăхра та ку енпе волонтер центрĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче 1200 ырă ĕç тăвакан. Çамрăксем, аслă ăрурисем – пурте онлайн-сасăлав ирттерме пулăшаççĕ. Тăвай тата Шăмăршă тăрăхĕсенчи волонтерсем пуçаруллăрах пулни курăнать. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти тата Çĕмĕрлери волонтерсем те онлайн-сасăлав ирттерессипе лайăх ĕçлеççĕ.

Урамра утса пынă чухне планшетпа е телефонпа сасăлама ыйтсан хăрамалла мар. Чăваш Енре халĕ хăтлăх кĕртмелли объектсене палăртмалли çинчен сасăлав пырать. Волонтерсем вара шăпах çынсене хăйсен сассине пама пулăшаççĕ. Хальлĕхе Чăваш Енре онлайн-сасăлава 100 000 ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 40 пинĕшĕ хăйĕн шухăшне ырă ĕç тăвакансем урлă палăртнă. Студентсемпе пĕр танах çак ĕçе кĕмĕл волонтерсем те хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Шăмăршă тăрăхĕнчи 70 çулти Константин Емельянов.

КОНСТАНТИН ЕМЕЛЬЯНОВ: «2018-мĕш çултанпа кĕмĕл волонтерсен шутĕнче тăратăп. Хама чунпа çамрăк тесе шутлатăп. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатăп. Ваттисен çуртĕнче ĕçленĕ май камăн электробритва, радиоприемник, коляска, утса çӳремелли хатĕрсене тӳрлетсе пама тарăшатăп. Тирпей-илем ĕçĕсене хутшăнатăп. Ку ĕçе туни район центрне илем кӳрет. Манăн мĕн калас килет Шăмăршă çыннисене – тирпей-илем кӳни хамăршăн аван».

Çĕнĕ объектсене хăтлăх кĕртесси пирки сасăлав çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Килĕшекен вырăншăн 21.gorodsreda.ru платформа çинче пĕлтерме май пур. Нумай сасă пухнă объектсене çитес çул хăтлăх кĕртме пуçлаççĕ. 



http://www.ntrk21.ru/video/61217
16 мая 2023
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter