Тавралăх тасалать

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çулсерен Атăл кунне паллă тăваççĕ. Çавна май çак кун тĕлне тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Вăл шутра «Раççей шывĕ» акци те. Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Республикин çут çанталăк министерствин ĕçченĕсем тата эковолонтерсем Шупашкарти Ботаника садĕнче тавралăха тасатрĕç.

Кĕленче е пластмасса савăт, полиэтилен пакет – пĕрин хыççăн тепри миххе вĕçрĕ. Студентсемпе специалистсем, аслисемпе çамрăксем – пĕтĕмпе 100 ытла çын Ботаника садĕнче ĕçлерĕ. Çут çанталăкан черчен пайĕ тавралăха варалакан çӳп-çапа пухрĕ пулсан, арçынсем вара хăрнă йывăçсене касрĕç, типĕ шанкă кăларчĕç. Вут-шанкă купи кĕске вăхăтрах ӳссе те ӳссе пычĕ. Çӳп-çаппа тулнă михĕ шучĕ те 20-ре çитрĕ.

«Пирĕн тĕллев субботник ирттересси çеç мар, çитĕнекен ăрăва тавралăха юратма вĕрентесси, çынсене çут çанталăк вăрттăнлăхĕпе паллаштарасси», – çапла палăртрĕç ырă ĕçе йĕркелекенсем. Ботаника садĕнче вара курса тĕлĕнмелли нумай. 169 гектар çинче çитĕнекен 2700 тĕрлĕ ӳсен-тăран халĕ таса вырăнта тата та хитререх курăнмалла. Нумаях пулмасть волонтерсем тасатнă кӳлĕ те çынсене илĕртет. 



НТРК
17 мая 2023
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter