Чӑваш Енре ҫамрӑк инспекторсен юхăмĕн Пӗтӗм Раҫҫейри слет-конкурсӗн регионти тапхӑрӗ вӗҫленнӗ

«Хăрушсăрлăх кустăрми» регион конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕнче регионти ҫамрăк ҫул-йĕр инспекторĕсен юхăмне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă.

 «Эсир пĕтĕм Раҫҫейри пысăк ушкăнăн пĕр пайĕ пулса тăратăр.  Паянхи пурнăҫ таппинче палăртнă юхăма уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ патшалăх енчен.  Эсир ҫул-йĕр правилисене кăна вĕренместĕр, ҫулсем ҫинчне йĕрке хуҫалантăр тесе  хăвăрăн юлташăрсемпе пĕрле  тăрăшсах сыхă тăма витĕм кӳретĕр.  Палăртма кăмăллă, хăвăр ҫамрăк пулин те, пурнăҫ ҫине тимлĕн пăхатăр, ҫулсем ҫинче хăрушлăхсăр хуҫалатăр тесе, хастарлăн мĕнпур ĕҫсене туса пыма пикенетĕр», – тесе ҫапларах каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Олег Алексеевич хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, ЮИД слечĕ кăҫалхипе 32-мĕш хут иртнине асăннă.  Кун пек мероприяти ҫитĕнекен ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл сăмаха тăсса.

Слета хутшăнакансене саламлама Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуҫлăхĕ Владимир Романов, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Алексей Лукшин, Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕн пуҫлăхĕ Владимир Петров килсе ҫитнĕ.  

Чăваш Енре пĕтĕмпе 3,5 пин ҫамрăк  ҫул-йĕр инспекторĕсем тата 300 команда шутланать. Кăҫал республикăри конкурса  пĕтĕмпе 189 ҫамрăк инспектор хутшăннă, пурĕ 27 команда республикăри 25 муниципалитетран пуҫтарăннă.  

Ăмăртусем «Чăваш Енри  хăрушсăр çул» федераци программипе килĕшӳллĕн иртнĕ. Мероприяти «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проектне тӳр килсе тăрать.  Кунсăр пуҫне Чăваш Республикин «Ҫул-йĕр хăрушлăхсăрне ӳстерес» патшалăх программине те пăхăнать.  Чăнласах та, ҫул çинчи хăрушсăрлăха ӳстерес тĕллевпе республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ.

Ăмăртусене хутшăнакансем пĕтĕмпе пиллĕк станцире хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.  Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, «Хăрушсăр кустăрма» конкурсăн ҫĕнтерӳҫи ятне Шупашкарти 53-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн команди ҫĕнсе илнĕ, вĕсене  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕп парнене – велосипеда парса чысланă.   

Иккĕмĕш вырăна Вăрнар муниципалитет округĕн команди ҫĕнсе илнĕ, виҫҫĕмĕшне вара Шупашкар муниципалитет округĕн команди тивĕҫлĕ пулнă.

Мала тухнă команда – ҫĕнтерӳҫĕ республика чысне пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртура хӳтĕлĕ.

«Кирек-епле ăмăртура та яланах ҫĕнтерӳҫĕсем пур.  Паян вара палăртма кăмăллă, ăмăртăва хутшăннă кашни ҫамрăк ача хăйне евĕр ҫĕнтерӳҫĕ пулса тăчĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Кашни ҫамрăк хăйĕн ăсталăхне туптама, ҫĕнтерӳ патне ăнтăлас тесе, хăйсенчен мĕн тума май килнине кăтартса пама пултарчĕ.  Яланах малалла утăр, ҫĕнтерӳ патне ăнтăлăр!», – тесе каланă Олег Николаев.     

 



19 мая 2023
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter