Пичет кăларăмĕсене аталантарасшăн

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви чăваш чĕлхине анлă сарас, хальхи технологисемпе усă курас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. Пичет кăларăмĕсене аталантармалли центр хута ярасси пирки калаçрĕç канашлура. Ку енĕпе хăйсен ăсталăхĕпе «ТАСС» Раççейри информаци агентствин ĕçченĕсем паллаштарчĕç.

«Хаçатпа вулакан хушшинче яланах çыхăну пулмалла, – тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов. Пичет кăларăмĕсенче муниципалитет пурнăçĕ вĕресе тăмалла. Тăрать. Çапах та материалсене хаçат-журнал страницисене вырнаçтариччен ăна илĕртӳллĕрех кăтартакан технологисемпе усă курма пĕлмелле. Ку хут пахалăхĕнчен те, дизайнран тата ытти сăлтавран та килет. Çапах та чи кирли – çырнă материал вулаканăн чун хĕлĕхне хускатма пултарни. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Анна Иванова журналистсен ăсталăхне туптас тĕллевпе тĕрлĕ конкурс, ăсталăх класĕ йĕркелени пирки каласа пачĕ. Çамрăк журналистсем валли пуçарнă «Медиавзлет», пресс-службăсенче тăрăшакансем валли – «Профи-21» тупăшусене ырă енчен палăртрĕç килнĕ хăнасем. «ТАСС» Раççейри информаци агентствин ĕçченĕсем Андрей Цицинов, Юрий Родионов Чăваш Енре тухса тăракан хаçатсене, электронлă кăларăмĕсене тишкерсе малашне вĕсен аталану çул-йĕрне пĕрле палăртасшăн. Тĕл пулу ыйту-хурав йĕркипе иртрĕ. 



НТРК
19 мая 2023
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter