«Раҫҫей – Ислам тĕнчи: KazanForum» Тутарстанра иртекен Пĕтĕм халăхсен хушшинчи XIV-мĕш экономика форумне Олег Николаев хутшăнать

«Раҫҫей – Ислам тĕнчи: KazanForum» Тутарстанра иртекен Пĕтĕм халăхсен хушшинчи XIV-мĕш экономика форумне Олег Николаев хутшăнать

Форумра регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Экономика шанăҫĕ: Раҫҫей Федерацийĕн партнерстви тата  Ислам пĕрлешĕвĕсен организацийĕсем» ятлă пленар ларӑвне хутшӑнӗ, «Цифрӑллӑ финанс активӗсен рынокне аталантарасси» сессине хутшăнĕ, унта тухса калаҫĕ, ҫавӑн пекех Иран Республикин  ислам делегацийӗпе тӗл пулӗ.

Форум Раҫҫей тата ислам тӗнчин ҫӗршывӗсем хушшинчи суту-илӳпе экономика тата культура ҫыхӑнӑвне аталантармалли пӗлтерӗшлӗ тӳрем шутланать, унта тӗнчери коопераци ыйтӑвӗсене, технологи суверенитетне пурнӑҫлассине, инноваци технологи инфратытӑмне йӗркелессине, климат ҫирӗплӗхне упраса хӑварассине, вӗрентӳпе культура сферисенче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явĕҫ.



19 мая 2023
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter