Ял хуçалăхĕ аталанать

Кĕрхи культурăсене апатлантарса пĕтернĕ. Республикăра 211 000 ытла гектар çинче çурхисене акнă. Çав вăхăтрах çĕр улми те лартмалла. Хальлĕхе ку ĕçе 3 000 ытла гектар çинче пурнăçланă. Çур аки ĕçĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та паллашрĕ. Вăл харăсах 4 муниципаллă округра пулчĕ.

Паян республикăри нумай хуçалăхсенче çĕр улми лартаççĕ. Каçал тăрăхĕнчи «Слава картофелю» хуçалăх «иккĕмĕш çăкăрпа тухăçлă» ĕçлет. Пысăк пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле – çак тĕллеве мала кăлараççĕ агрофирмăра. Çĕнĕ сортсем тăвассипе те тимлеççĕ хуçалăхра. 2017-мĕш çулта кунта çĕр улмине микроклоналлă мелпе йышлăлантаракан лабораторине уçнă. Микрокалчасене Мускавран Лорх ячĕллĕ ял хуçалăх институтĕнчен илсе килеççĕ.

ИРИНА АРХИПОВА: «Пĕчĕк ачана ӳстернĕ пекех ӳстермелле вĕсене. Вăхăтлă апатлантармалла. Вăхăта хӳтĕлекен мерăсене те йышăнмалла. Хурт-кăпшанкă та ерме пултарать. Çакăн йышши сарă наклейкăсем пур пирĕн. Чир-чĕр ан ертĕр тесессĕн. Улма чирĕсем те, вирус, бактериалка та пулаççĕ. Çĕрулмине пĕтĕм енчен хӳтĕлеме тăрăшатпăр».

Микрокалчасене нумайлатаççĕ. Вĕсене икĕ тапхăрпа теплицăна кăлараççĕ: ака тата утă уйăхĕсенче. Çулталăкра 50 000 пĕчĕк калча теплицăра çитĕнет. Ун хыççăн супер-супер элита вăрлăха хире ятарлă вырăна лартаççĕ. Пробиркăран пуçласа пĕрремĕш поколенири вăрлăх сутлăха кайиччен 5 çул иртет. «Ред Скарлетт», «Коломбо», «Ривьера», «Гала», «Самбо» – «Слава картофелю» хуçалăх ытларах çак вăрлăхсемпе ĕçлет. Елчĕк тăрăхĕнче ку хуçалăхăн 1400 ытла гектар çинче çураки ирттермелле. Паян кунта хĕрӳ тапхăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1030 гектар çинче акнă. 40 гектар çинче çĕр улми çитĕнет. Ку – планпа палăртнин 16 проценчĕ.

ДМИТРИЙ ТРОФИМОВ: «Хулара 4 çул ĕçленĕ эпĕ, çĕр ĕçĕ мана вăйлăрах килĕшет. Ман тăвансем кунта, пĕтĕм тăван, кил-йыш. Мĕн пĕчекрен ялта ӳснĕ те çавăнпа кунта килĕшет мана. Халь алăпа нимĕн те ĕçлеместпĕр темелле. Килте те тракторпа лартатпăр. Пĕтĕм ĕç механизированный темелле».

Патăрьел тăрăхĕ те çĕр улмипе лайăх ĕçлет. Кунта малашне ăна тирпейлеме те пуçлаççĕ. Анат Туçара хĕлле чипсы тăвакан цех çĕклеме пуçланă. Объекта хута яма 60 миллион тенкĕ кирлĕ.

ЛЕОНИД КУЗНЕЦОВ: «Çак цехра 100 кг чипсы тăваканни пулать сехете. Вăл уйăха 30-40 тонна продукци майлă. Улмине фермер хуçалăхĕ хăй ӳстерет. Эпир пĕлтĕр ӳстерсе пăхрăмăр, аптрамасть. Кăçал çураки вăхăтĕнче хамăра кирлĕ чухлĕ улма лартса хăвартăмăр».

 Кăçал çулталăк вĕçĕнче цех ĕçлеме пуçламалла. 2 сменăпа 20 çын вăй хурĕ унта. Чипсы валли «иккĕмĕш çăкăра» та вырăнтах туса илеççĕ. Кăçал çак тĕллевпе 40 гектар çинче ятарлă çĕр улми лартса хăварнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ вăрă суханпа та палăрать. Ку культурăпа 67 çын тăрăшать. Патăрьел муниципаллă округĕнче 540 ытла гектар çинче паян вăрă сухан вăй илет. «Лук-Агро» кооператив пĕрлешĕвĕн тупи пысăк кунта. Кооператив пайташĕсем 50 гектар çинче вăрă сухан çитĕнтереççĕ. 4 кунта акса пĕтернĕ ăна.

СЕРГЕЙ КАЗАКОВ: «Ку кооперативра 6-мĕш çул ĕçлетĕп. Кооператив пуçланнăранпах эпĕ, тĕпрен илсен, тракторпа севок акатăп, севок хыççăн опрыскивать тăватăп, ӳссе çитсен подборщикпе тележка çине тиетĕп».

Тухăçа вырнаçтарассипе чăрмавлă маррине палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем.

ЛЕОНИД КУЗНЕЦОВ: «Севока илме килеççĕ пĕтĕм регион. Сибирский федеральный округран пуçласа, Калиниград та килет. Кăнтăр енчи регионсем те килеççĕ, мĕншĕн тесен севок ӳстерекен регионсем Раççей Федерацийĕнче сахал: Чăваш Республикинче, Мускав облаçĕнче тата Тутарстанра. Çавăнпа та пирĕн пата севок илме пĕтĕм Раççейрен килеççĕ».

Темиçе тăрăхра пулнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çураки ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Ял хуçалăх тытăмне аталанма малалла та майсем туса пама тарăшнине палăртрĕ вăл.

– Çултан çул тĕрлĕ енчен кăна мар, укçа енчен те пулăшу шайĕ ӳссе пырать. Пирĕн ял хуçалăхне пулăшас ĕçе тӳртен енчен те, пахалăх технологийĕнчен илсен те 3 миллиард çурă укçа каять пулсан, пĕтĕмĕшле ытти енĕпе илсен 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрса панă ял хуçалăхне отрасльне аталантарма. Çакăн пек пулăшни паянхи кун куçа курăнакан япала. Пăхса тухнă хирсем таса, кунта им-çампа тухăçлă уса курни те палăрать. Техника чăхăмламасть, çителĕклĕ. Халĕ тухăçа пухса илесси пирки шухăшламалла – çапла палăртрĕç çул çӳреве хутшăннисем.



НТРК
19 мая 2023
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter