«Владимир Путина Раççей Президенчĕн суйлав кампанийĕнче çĕршыв пуçлăхĕ пулма кандидата тӑратасси вӑхӑтлӑ та малашлӑхлӑ» – тенĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Тĕрĕс Раҫҫей» политика партийĕн XII-мĕш съездне хутшăннă.  Пухăва партийĕн лидерĕ Сергей Миронов ертсе пынă. Вăл делегатсем умĕнче ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путина ҫитес 2024 ҫулхи суйлавра Раççей президенчĕн суйлав кампанийĕнче çĕршыв пуçлăхĕ пулма кандидата тӑратасси пирки ырă  сĕнӳпе тухнă.  Делегатсем умĕнче ырă шухăша пĕлтернĕ политика партийĕн ертӳҫи.

«Йывăр лару-тăрура пирĕн уйрăмах пĕрле хар тăрса пĕрлешсе ĕҫлеме тăрăшмалла.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ тавра пурин те пулма тăрăшмалла, унпа пĕрле палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн вăй хумалла.  Тĕрлĕ партисен, халăхсен йăла-йĕрке, кăмăл-туйăм енчен пĕрне-пĕри ăнланса пурăнни паха», – тесе чĕнсе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Пĕрлĕхре пулсан, эпир тата та вăйлăрах пулăпăр, кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма аван, Ҫĕнтерĕве те хăвăртрах ҫывхартма пултарайратпăр.  Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – мирлĕ пурнăҫа  хăвăртрах тавăрасси.  Пирĕнтен кашни ҫапла пултăр тесе, хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Хамăрăн ҫара пулăшасси, паттăр салтаксене хавхалантарасси, хамăр енчен мĕн кирлипе пĕтĕмпех вăхăтра пулăшса пырасси тĕп тĕллевсем. Ҫĕршыв Ертӳҫи палăртнă тĕллевсене часах пурнăҫа кĕртесси ыйту та кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Нумаях пулмасть пирĕнпе пĕрле пулма килĕшнĕ ҫĕнĕ субъектсене тĕрев парасси ыйту пĕлтерĕшлĕ.  Яланах пĕрле пĕрне-пĕри хисеплесе туслă пурăнмалла, пĕрле тăрăшмалла. Тĕрлĕ партинче вăй хуракансен те ҫак ĕҫе хастар пурнăҫламалла», – тенĕ вăл.

«Сергей Миронов палăртнă сĕнӳ, ҫĕршыв Президенчĕ пулма ҫитес суйлавра та Владимир Владимирович Путина тăратас текен кандидатура, ҫав тери аван. Паянхи пурнăҫ та ҫакнах ыйтать.   Пирĕн паянхи политикăна халăх ырлать, апла пулсан, ӳлĕмрен паянхи ертӳҫĕ пире валли  кирлĕ те», – тесе каланă вăл.     «Эпĕ, Эсир каланă сĕнĕве ырлатăп, Сирĕнпе килĕшетĕп. Владимир Путина Раççей президенчĕн суйлав кампанийĕнче çĕршыв пуçлăхĕ пулма кандидата тӑратасси вӑхӑтлӑ та малашлӑхлӑ. Ҫĕршыв пуласлăхĕ – эпир мĕнле ĕҫленинчен те нумай килет. Паян пурнăҫланакан ĕҫсем малашне те ҫаплах пулса пырсан лайăх. Ҫĕршывăн паянхи Ертӳҫи палăртакан тĕллевсем пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.    

Партийĕн председателĕ Сергей Миронов партийĕн ĕҫĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене валли те сахал мар тĕрев панине асăннă вăл. Раҫҫей Федерацийĕнчи ҫĕнĕ регионсене те чылай пулăшу парса тивĕҫтернине палăртнă партийĕн председателĕ.   

Сăмах май, партийĕн регионти уйрăмĕ ыттисемпе танлаштарсан рейтингра малтисен йышĕнче пулнине палăртнă Сергей Миронов.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ, политика партийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Аксаков сăмаха малалла тăснă май, халăх лайăх ĕҫленине асăннă, вĕсене кура малалла ăнтăлма май килнине палăртнă.  Тĕрлĕ программăсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те хастар ĕҫе кӳлĕннине асăннă вăл.  «Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене хамăр енчен май пур таран пулăшу пама тăрăшатпăр.  Пирĕн ентешсем, Ҫĕршыва хӳтĕлеҫҫĕ, мирлĕ пурнăҫ пултăр тесе вăй хураҫҫĕ.   Партийĕн ертӳҫисенчен пĕри – Сергей Муравьев йĕркелӳ ыйтăвĕсемпе тăрăшать, ҫĕнĕ территорийĕсенче  вĕсене уҫăмлатассипе тимлет.  Халăх пĕрлĕхре пулсан, пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнсан, пĕрле тăрăшсан – ҫитĕнӳ тăвасси те часах.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле промышленноҫ пайне вăй илтерессипе ĕҫлетпĕр, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пытăр тесе тăрăшатпăр», – тесе каланă вăл.

Регион Ертӳҫи парти пайташĕсем стратегиллĕ документсем хатĕрлеме пулăшнине каланă. Тепре чухне программăсене тума та хастар ĕҫе кӳлĕннине асăннă вăл.  «Партийĕн ĕҫĕ паха, вĕсен ĕҫне лайăхпа хаклама сăлтавĕ те пур.  Программăсемпе хастар ĕҫлесе пыраҫҫĕ, вĕсен ĕҫĕ курăмлă», – тенĕ вăл. «Кирек-епле ҫĕнĕлĕхе те вĕсем туххăмрах йышăнаҫҫĕ, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлеҫҫĕ.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе те вĕсем чылай ĕҫ пурнăҫланă.  Экономика аталантăр тесе, социаллă пай вăй илсе пытăр тесе чылай тăрăшаҫҫĕ ҫӳлерех асăннă политика партийĕн пайташĕсем»,  тенĕ вăл.

Партийĕн председателĕ Сергей Миронов сăмаха малалла тăснă май, Олег Николаев – чăнласах та хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса таса чунпа пурнăҫласа пынине палăртнă. «Олег Николаев – хăй ĕҫе питĕ лайăх пĕлет. Вăл чăн-чăн патриот. Тăван ҫĕршва юратни куҫ кĕретех.  Чăваш Республикишĕн яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа халăх ырлăхĕшĕн тăрăшни паллă.  Пĕлсех тăратпăр, Чăваш Ен ӳлĕмрен те янăраса тăрассине. Унăн ҫитĕнĕвĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах ма пулĕ.  Пысăках мар территоринче чылай ĕҫ тунă, ресурссемпе пĕлсе тĕрĕс усă курса пыраҫҫĕ.  Енчен те пĕрле хар тăрса ĕҫлесен, ҫитĕнӳ пуласси те часах. Пĕрне-пĕри ăнлансан, темĕнле йывăр ĕҫ те малаллах каять», – тенĕ.  Ҫитес вăхăтсенче региона ĕҫлĕ визитпа килсе каясси пирки те хыпарланă партийĕн Председателĕ.    

«Справедливая Россия – Патриоты – За правду» социализмла политика партийĕн XII-мĕш съездăн делегачĕсем Чăваш Енрен партийĕн пайташĕсем – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ, Чăваш Енри регионти политика партийĕн уйрăмĕн председателĕ Анатолий Аксаков,  регионти  политика партийĕн уйрăмĕн председателĕн ҫумĕ Федор Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Моляков тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семёнов пулнă.    



22 мая 2023
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter