Бульдозерпа ĕçлекенсем тупăшрĕç

Вĕсем пысăк техникăпа ăста ĕçлеççĕ çеç мар, унпа ăмăртма та пултараççĕ. Чăваш Енре бульдозерпа тăрăшакансен тупăшăвĕ иртрĕ. Ăна «Профессири чи лайăххи» конкурспа килĕшӳллĕн йĕркелерĕç. Хăйне евĕрлĕ 5 тĕрĕслеве парăнтарса чи маттури ята кам тивĕçнĕ? Хуравĕ – черетлĕ сюжетра.

Бульдозерпа ĕçлекенсем ытти чухне çĕр хыраççĕ пулсан, хальхинче вара вĕсен кăткăс хăнăхтарусене парăнтармалла: пысăк техникăпа юпа çинчен мечĕке йăвантармалла, уçă шăрпăк курупки евĕр хатĕре хупмалла. Ку ăмăртăвăн пĕр пайĕ çеç-ха. Бульдозер ăсти кĕреçеллĕ машинăн сарлакăшĕпе çӳллĕшне туйма пĕлет-и? Çакна тӳресем техникăна ятарлă вырăна ларттарса тĕрĕслерĕç. Паллах, йăнăшсемсĕр пулмарĕ. Чăн-чăн пĕлӳсĕр ăмăртура та, ĕçре те çитĕнӳ тума çук. Çĕр хырса тĕкмелли кĕреçеллĕ машина ăстисен теори пĕлĕвне те кăтартса пама тиврĕ. Çак тĕрĕслеве арçынсем çăмăллăнах парăнтарчĕç.

АЛЁНА ЕЛИЗАРОВА: «Конкурса ĕç профессийĕн сумне, ĕç профессийĕн шайне ӳстерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак конкурса 4 предприятинчен 7 бульдозерист хутшăннă. Конкурсра çĕнтернĕ бульдозеристсем федераллă шайра пирĕн республикăн чысне сыхлĕç».

«Профессире чи лайăххи» конкурса Раççейре 2012 ҫултанпа ирттереççĕ. Вăл тĕрлĕ професси çыннин ăсталăхне кăтартса пама пулăшать. Бульдозерпа ĕçлекен ăстасен хушшинче вара Сергей Егорова çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Олег Бакалинпа Владмир Павлов пайларĕç. Мала тухкансене 50 тата 30 000 тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕç. Бульдозерпа ĕçлекенсен Раççей шайĕнчи тупăшăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртĕ.



НТРК
23 мая 2023
11:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter