Финанс пĕлĕвĕ - малашлăх тăнăçлăхĕ
Укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курасси. Çемье хыснине тупăшлă тăвасси. Банкри çăмăллăхсен усăлăхне туясси. Финанс пĕлĕвĕпе çыхăннă вăрттăнлăхсене Шупашкарти Мускав çыранĕ хĕрринче вырнаçнă лапамра волонтерсем уçса пама тăрăшрĕç.
Итали купси Марко Поло вĕсене пĕрремĕш хут Китайра курсан «урăх япаларан ылтăн туса кăлармалли ансат мел» тесе палăртнă. Мĕн вăл? Хут укçа. Тепĕр ыйту: Филатов купса çак кермене пĕр çирĕп йышăну тусан çĕклеме пултарнă. Хурав икĕ сăмахран тăрать. Тĕрĕс, «ĕçме пăрахнă» иккен. Финанс пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан квиз-вăйăра кăсăклă ыйтусем. Ку енпе пуçламăш утăмсем тăвакансем аванах пуçне хыçрĕç. Вĕсене вара финанс пĕлĕвне халăх хушшинче сарас енĕпе ĕçлекенсем, волонтерсем пулăшма тăрăшрĕç.
КАРИНА БЫЧКОВА: «Эпĕ паян залива килтĕм. Вăйă вылярăмăр. Питĕ интереслĕ. «Финансовый квиз» ятлă. Пирĕн пурнăçра укçа мĕн валли кирлине, мĕнле вĕсемпе ĕçлемеллине, мĕнле вĕсене тупмаллине пĕлме. Пĕртте шеллемерĕм кунта килнĕшĕн. Парне те пачĕç – блокнотпа ручка.
Республикăри финанс пĕлĕвĕн центрĕн директорĕ Дмитрий Щепелев: «çынсен укçапа кулленхи пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕренмеллех. Унсăрăн тĕрлĕ суя серепене çакланса улталанас хăрушлăх пысăк», – терĕ. Шăпах çавăн çинчен каласа пачĕç «Хăвăн укçупа усă курма пĕл» ăсталăх класĕнче.
НАДЕЖДА ГЕРАСИМОВА: «Укçа тыткалама пĕлни яланах кирлĕ, мĕншĕн тесессĕн хальхи вăхăтра суя укçапа улталакансем нумай. Пуйма тăрăшаççĕ çавăнпа. Çамрăкранах çав япаласене пĕлни питĕ лайăх.
Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков та 21-мĕш ĕмĕрте пурăнакан çынсем цифра технологийĕсемпе тачă çыхăнура пурăннине палăртрĕ, çавăнпа та вĕсен финанс пĕлĕвĕ, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мала кăларма тăрăшмалла терĕ. Ачасене кĕсье укçи пама пуçласанах унпа тĕрĕс усă курма пĕчĕккĕн хăнăхтармалла теççĕ ăсталăх класне йĕркелекенсем. Инвестици компанине финанс пирамидинчен мĕнле уйăрмалла? Ун пирки «Перспектива» пĕрлешӳ ертӳçи Анна Палькина каласа пачĕ. «Укçа ытлашши пĕтермесĕр тупăша пысăклатни – шăпах çакăнта финанссемпе тĕрĕс усă курма пĕлни», – пĕтĕмлетрĕç вĕренĕве хутшăнакансем.