Корпораци спорчĕ туслаштарать

Чăваш Енре патшалăх служащийĕсен спартакиадин 3-мĕш тапхăрĕнче баскетболла выляссипе кам çĕнтерни паллă.

Федераци органĕсен ушкăнĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленине çитекен пулман. Иккĕмĕш вырăнта — Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕ, виççĕмĕш вырăнта — Федерацин налук службин управленийĕ. Республикăри патшалăх влаç органĕсен ушкăнĕнче Çут çанталăк министерстви çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Ял хуçалăх министерстви, виççĕмĕшĕнче — Чăваш Республикин пуçлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем. Муниципалитетсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăнта — Вăрмарсем, иккĕмĕшĕнче — Улатăрсем, виççĕмĕшĕнче — Комсомольскисем. Çĕртме уйăхĕнче командăсем мини-футболла выляссипе ăмăртĕç.



Хыпар
23 мая 2023
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter