Олег Николаев «Артек» кану комплексĕнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм халăхсен хушшинчи «Артек» ятлă ачасен центрĕнче пулса курнă, унта вăл Чăваш Енрен килнĕ ҫамрăксемпе курса калаҫнă вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Кунта ачасем пиллĕкмĕш сменăпа канаҫҫĕ. Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре республика Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров тата ытти официаллă ҫынсем пулнă.
«Кунта ачасем пĕр-пĕринпе калаҫаҫҫĕ, шухăш-кăмăлĕсем пирки пĕлеҫҫĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха ҫирĕплетеҫҫĕ. Ҫамрăк яш-кĕрĕмпе курнăҫса калаҫма питĕ кăмăллă пулчĕ. Ҫамрăксем пысăк тĕллевлĕ, пуласлăх ҫине те лайăх пăхаҫҫĕ. Маншăн ку питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ҫамрăксем малалла ăнтăлас тени куҫ кĕретех», – тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне ачасемпе тĕл пулнă самантра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Кăҫал «Артека» канма килес текенсен шучĕ 40 пинрен те иртсе кайнă. Пиллĕкмĕш сменăпа Чăваш ЕНрен пурĕ 33 ача канать, вĕсенчен 30-шĕ «Лесной» лагере лекнĕ, ятарлă конкурс витĕр тухнисене, хăйсен ăсталăхне кăтартса панисене вăл кану учрежденине йышăннă.
Ачасем республика Пуҫлăхĕнчен культура аталанăвĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Спорт туризмĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра калаҫнă, ҫĕнĕ проектсем пирки сӳтсе явнă. Ачасем ӳлĕмрен те республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнма хатĕр пулнине хыпарланă республика Ертӳҫине.
«Эпир Крыма ăнсăртран килмен. «Артек» пек учреждени пирĕн республикăра та пултăр тесе, паха ĕҫ опычĕпе паллашма ĕҫлĕ визитпа кунта килсе ҫитрĕмĕр. Ахальтен мар тăтăшах ҫĕршыв Президенчĕ аса илтерсех тăрать пурсăмăра та. Ачасем е ялта, е хулара ӳсеҫҫĕ, вĕсене валли пĕр тан условисем хатĕрлемелле тет», – тесе сăмаха пуҫарнă вăл. Республикăра ачасен тавра-курăмлăхне, ăсталăхне ӳстерме хăтлă условисем тата та лайăхрах пулса пырасса палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Ҫакнашкал условисене хамăр республикăра йĕркелесе яма тĕллев лартнине те ырă хыпара пĕлтернĕ ҫамрăксене. Паянхи пурнăҫ таппинче спорт туризмне вăй илтерсе пырасси ыйту та питĕ актуаллă шутланнине палăртнă Пуҫлăх.
Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Енре «Губернатор лагерĕ» уçăлать. Унта республикăри 1300 ача, студент, педагог хутшăнĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Крымра ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă май пĕлтернĕ. «Артек» кану комплексĕнче Олег Алексеевич тĕнчери ача-пăча центрĕн ертӳçипе Константин Федеренкопа тĕл пулнă.
Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Енре спорт туризмне аталантарса пырассипе курăмлă ĕҫсем туса пынине хыпарланă. «Чăваш Ен Правительстви тĕрев панине кура, федераци гранчĕпе спорт туризмне аталантарма республикăри муниципалитетсенче хастар ĕҫлеҫҫĕ. Унта тĕрлĕ ҫулсенчи ҫамрăксем - 6 пине яхăн яш-кĕрĕм ҫӳреме пултарайрать», – тенĕ ведомство ертӳҫи.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫитĕнӳсем пулччăр тесессĕн, пирĕнтен кашнин хăйне шанса панă ĕҫе пĕтĕм кăмăлпа, яваплăха туйса тăрăшса тата юратса пурнăҫласа пыма пĕлмеллине асăннă. Енчен те кашни ĕҫ тухăҫлă пулсан, пурин кăмăлне те тивĕҫтерсен, тăрăшни те кăлăхах мар тенĕ Пуҫлăх.
«Чăваш Енре нумайăшĕ Олег Алексеевичпа тĕл пулма ĕмĕтленет. «Артек» шăпах та, ачасен кăмăлне тивĕҫтерчĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ. Ачасен ĕмĕчĕсем пурнăҫланнă. Мероприяти калама ҫук питĕ кăсăклă иртрĕ. Кашни ача хăйне кăсăклантаракан ыйтăва Чăваш ЕН Пуҫлăхне пама пултарчĕ. Хăшĕсем, тӳреммĕнех республика аталанăвĕ пирки те ыйтса пĕлчĕҫ Ертӳҫĕрен. Аслисем ачасем пирки мĕн шухăшлани ҫинчен уйрăмах пире пĕлме кăсăклă пулчĕ», – тесе пĕлтернĕ 10-мĕш класра вĕренекен Федор Яруткин. Ҫамрăк яш ача Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ ăмăртура малтисен вырăнĕнче пулнă. Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине те илме тивĕҫнĕ. Унăн пултарулăхĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен тен йăнăшах мар пулĕ.
«Тĕлпулу питĕ кăсăклă иртнĕ. Палăртма кăмăллă, Олег Алексеевич пире хумхантаракан мĕнпур ыйтусем ҫине тулли хуравсем пачĕ. Чăваш Енри лагерьсем пирки те тĕплĕнрех унран ыйтса пĕлтĕмĕр», – тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ 8-мĕш класра вĕренекен Елизавета Калягина. Вăл Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 1-мĕш шкулта хăйĕн ăсталăхне туптать. Хĕрача спорта кăмăллать, ют чĕлхесене те хапăл тусах вĕренет. Апла пулсан, вĕренӳре ыттисемшĕн тĕслĕхре.